Интереслӗ ятлă ялсен шучӗпе Аксу районӗ малта
Çӗнӗ хыпарсем

Интереслӗ ятлă ялсен шучӗпе Аксу районӗ малта

Хăйнеевӗрлӗ ятлă ялсен списокӗнче Тутарстанри чăваш ялӗсем те сахал мар – Упи, Сиктӗрме, Паснапуç, Унтакшăпа Çӗньял...

Интереслӗ ятлă ялсем кашни регионтах пур-ха. Тутарстан та ку енӗпе ыттисенчен кая мар, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Тӗлӗнмелле ятсемлӗ ялсен шучӗпе... Аксу районӗ мала тухнă иккен. Кунти хăш-пӗр ялсен вырăсла ячӗсем çынсемшӗн кулăшла илтӗнеççӗ иккен.

Акă, тӗслӗхрен, кунта тăватă Адам ялӗ пур – Новый Чувашский Адам (чăвашла Çӗньял), Старый Чувашский Адам (Унтакшă), Старый Татарский Адам (Кивӗ Тутар Этемшӳ, кӳршӗлле чăваш ялӗсенче пурăнакансем ăна Мишер теççӗ) тата Новый Татарский Адам (Çӗнӗ Тутар Этемшӳ, чăвашсем ăна Тявкаел теççӗ). Районти Нижняя Баланда (Анат Паланлă) тата Верхняя Баланда (Тури Паланлă), Кисы (Кӳшӳ) ялӗсем те хăйнеевӗрлӗ ятлисен йышне лекнӗ. Аксусем ку ятсене хăнăхнă ӗнтӗ, ним тӗлӗнмелли, кулăшли те çук пек.

Село Сиктерме Алькеевский район

Арск районӗ Учили, Штырь, Апайкина Гарь тата Нижняя и Верхняя Ура ялӗсемпе палăрнă. Актаныш тăрăхӗнче Усы, Мӗслӗм районӗнче  Новые Усы, Балтасинче Ура ялӗсем пур. Çӗпрел тăрăхӗнчи Упи (Убей, Малый Убей, Новый Убей, Старый Убей, Татарский Убей), Паснапуç ( Татарская Бездна тата Чувашская Бездна), Мучелей (Мочалей) ялӗсем те çак списока кӗнӗ.

Анат Кама районӗнче Прости, Пӗтреçре Чертово, Сабара Уют, Рыбно-Слободски районӗнче Кукеево ялӗсем пур. Элкел районӗнчи Сиктӗрме те Тутарстанри интереслӗ ятлă ялсен списокӗн тулашӗнче юлайман.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 


Нет комментариев