Кун пирки Рособрнадзор ертӳçи Анзор Музаев «Россия сегодня» мультимедиа пресс-центрӗнче Пӗтӗм Раççейри вӗренекенсен ашшӗ-амăшӗпе çулсерен иртекен тӗлпулура пӗлтернӗ.
Ведомство пуçлăхӗ каланă тăрăх, çитес çул тăххăрмӗш класра вӗренекенсем кун пек экзамен тытмӗç. Тӗрӗслеве пӗрремӗш хут 2028 çулхи çуркунне ирттерме палăртнă.
Çапла вара шкулсемпе вӗренекенсен пӗлӗве тӗрӗслемелли çӗнӗ формата хатӗрленме вăхăт пур. Историпе сăмах вӗççӗн экзамен тытни фактсене пӗлнине кăна мар, материала каласа пама, ыйтусене хуравлама пӗлнине те хаклама май парасса кӗтеççӗ.
Ку ыйтăва Рособрнадзор ертӳçи Анзор Музаевпа РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин сӳтсе явни пирки çак ссылкăпа вуласа пӗлме пулать.
Нет комментариев