Хусанта Ирина Трифонован «Олеся панă çыру» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ
Тӗп хыпар

Хусанта Ирина Трифонован «Олеся панă çыру» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче çыравçă Хусанти Туслăх Çуртӗнче хăйӗн вулаканӗсемпе тӗл пулса кăçал Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă «Олеся панă çыру» кӗнекипе паллаштарчӗ.

Ирина Трифонова, литературăри псевдонимӗ Раман Иринкки, чăваш литературинче çӗнӗ ят мар. Паянхи кун тӗлне унăн «Асра юлнă кунсем», «Тăлăх», «Олеся панă çыру» кӗнекисем тухнă, «Шурă туй кĕпи» повеçӗ çамрăк авторсен пуххине кӗнӗ. Аса илтеретпӗр, вăл – «Между Волгой и Уралом» литература конкурсӗнчи «Чи нумай вуланакан ача-пăча кӗнеки. Çулталăк авторӗ» номинацин çӗнтерӳçи (2004), ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ.

Книги Иринф Трифоновой

 

Çыравçăн темиçе кӗнеки тухрӗ пулсан та пӗрремӗш хăтлавӗ пулчӗ ку. Ăна вулакансем мӗнле кӗтни Туслăх Çурчӗн куравсен залӗ лăк туллинчен курăнчӗ. Çемйи, çывăх тăванӗсем, юлташӗсемпе ӗçтешӗсем килнӗ. Пӗчӗк тусӗсем залра пурри, çитменнине сахалăн та мар, уйрăмах хавхалантарчӗ, мӗншӗн тесен Ирина Трифонова чăн малтан ача-пăча çыравçи, унăн аудиторийӗ – çул çитмен ачасем.

«Эпӗ ял хӗрачи, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çырма яланах юратнă, вулама тата ытларах», – хăйпе паллаштарчӗ автор хăтлав каçне уçса.

Ача чухнех шкул тата ял библиотекинчи чăваш, вырăс классикӗсен кӗнекисене вуласа тухнă вăл. Урăх професси çинчен ӗмӗтленнӗ пулсан та, шăпах çырас туртăмӗ ăна журналистикăпа литературăна илсе çитернӗ. Çӗнӗ кӗнеке тухни авторшăн кăна мар, обществăшăн та çав тери пысăк пулăм. Çакна Туслăх Çурчӗн муниципалитетсемпе тата Туслăх Çурчӗн филиалӗсемпе ӗçлекен уйрăмăн тата Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ертӳçи Сильвия Чаркина палăртрӗ. Автора черетлӗ кӗнеке тухнă ятпа хăй тата ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн тата Туслăх Çурчӗн ертӳçисен Ринат Валиуллинпа Тимур Кадыров ятӗнчен саламласа унран тата çӗнӗ кӗнекесем кӗтнине каларӗ.

Редактор книги О.Васильева

Литературăри вырăнӗ

Хайлава автор хăй кăна çырать пулсан, кӗнеке вара коллективлă ӗç. Нумай чухне кӗнекеçӗсене курмастпăр эпир. Анчах хальхинче тӗлпулăва Чăваш кӗнеке издательствин директорӗн çумӗ тата тӗп редакторӗ Ольга Федорова вăрăм çула кӗскетсе Шупашкартанах çитрӗ. Авторпа вӗсен туслăхӗ 2002 çултанах пырать. Ольга Леонидовна авторăн «Тăлăх» тата «Олеся панă çыру» кӗнекисен, çаплах сборника кӗнӗ «Шурă туй кӗпи» повеçӗн редакторӗ.

«Писательсем нумай пирӗн, вӗсем кунӗн-çӗрӗн ӗçлеççӗ, анчах çул çитмен ачасем валли çыракансем сахал. Чăваш литературинче шăпах  çул çитмен паянхи ачасем валли произведенисем çитмеççӗ. Ирина сюжетсене интереслӗ йӗркелесе ачасем ăнланмалла чӗлхепе çырма пӗлет, пулăшатех тесе шăнкăравларăм. Хăйӗн те ӗçӗ питӗ нумай пулсан та килӗшрӗ. Пӗлместӗп, кӗнеке çырма мӗнле ӗлкӗрчӗ. Мӗншӗн тесен кӗнекене пирӗн питӗ кӗске вăхăтра кăларама тиврӗ», –

хальхи чăваш литературине Ирина Трифонова мӗнле пай кӗртнине уйрăммăн палăртрӗ Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ. Сăмах май, кӗнекене «Олеся панă çыру» ят памашкăн шăпах Ольга Леонидовна сӗннӗ иккен. Мӗнех калăн, питӗ ăнăçлă творчествăлла тандем вӗсен.

В.А.Якупова

– Паянхи хăтлав уникаллă пулăм, авторшăн кăна мар, пӗтӗм халăхшăн. Мӗншӗн тесен искусствăлла интеллект çакăн пек хăвăртлăхпа пурнăçа кӗрсе пыни мӗн патне илсе çитересси паллă мар. Хам эпӗ Тутарстанăн пичет продукцийӗн издателӗсемпе салатаканӗсен ассоциацийӗн ертӳçи пулнă май хаçат-журнал, кӗнеке мӗншӗн кирлине ăнлантарма тăрăшатăп. Кӗнекене вуланă чух, уйрăмах ачасем, интеллекта, фантазие аталантараççӗ, кӗнеке вӗсене сывă ăс-хакăл тӗнчине илсе кӗрет.

Сăмах хыçӗнче ялан Турă тăнă, цифра хыçӗнче мӗн? Кăна никам та тӗпчемен, ахăртнех лайăххиех мар. Çавăнпа эпӗ чăваш халăхне Ирина пек автор пурришӗн саламлатăп. Хуть мӗнле автор пекех вăл та кӗнеке çырнă чух ырăпа усал тӗнчине тӗпчет, иккӗленместӗп вăл – ырă енче, яланхи пекех», – паянхи кун кӗнеке тухни, çитменнине ачасем валли, мӗнле пархатар пулни çине пусăм турӗ «Казанские ведомости» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Венера Якупова.

Первый читатель новой книги И.Порфирьева

 «Олеся панă çыру» кӗнеке тухсанах автор пӗрремӗш экземпляра хăйӗн çывăх тусне Ирина Порфирьевăна вулаттарни ахаль мар. Ирина Васильевна та автор пекех анне, унăн икӗ ывăлпа пӗр хӗр. Çавăнпа повеçе анне куçӗпе хакланă. Кӗнекери тӗп геройсем мӗнле тарăн шухăшлама пӗлни, воспитанире тӗн кирлӗ вырăн йышăннине автор питӗ тӗрӗс сăнлани çав тери килӗшнӗ иккен ăна. Кӗнеке ачасемшӗн кăна мар, ашшӗ-амăшӗсемшӗн те усăллине палăртса ку повесть тăрăх кино ӳкерме сӗнчӗ вăл.

Дети на презентации

Ачасенчен лайăх критик çук

Ачасем валли çырнă кӗнекене ачасем хăйсем хаклани авторшăн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен ачасенчен лайăхрах критик çук. «Олеся панă çыру» кӗнекене шкул ачисем София Чаркина, Богдан Дудоров, Мария Самаркина тата ытти ачасем вуласа тухнă кăна мар, юратма та ӗлкӗрнӗ. София Чаркина, тӗслӗхрен, тӗлпулăва хăйне килӗшнӗ вырăнсене палăртсах килнӗ. Повеçе хăй мӗнле ăнланнине питӗ интереслӗ каласа пама пултарчӗ.

«Çулталăк пуçланнăранпа темиçе кӗнеке те вуларăм, анчах ку пуринчен ытла шухăша ячӗ. Хам çинчен, атте-аннепе хутшăнусем çинчен нумай шухăшларăм. Анапăри инкеке те кӗртсе хăварни тӗлӗнтерчӗ. Çулталăк пуçланнăранпа темиçе кӗнеке вуларăм, ку чи килӗшни», – терӗ София.

юный читатель София ЧаркинаИскусствăлла интеллект кулленхи пурнăçа çиçӗмле хăвăртлăхпа кӗрсе пырсан та нихăçан та çыравçă пек чӗрӗ сăмахпа эмоци çуратаймасть, мӗншӗн тесен чунсăр вăл. Кӗнекере вара хăйне евӗр асам, вăл шухăшлама хистет. Сюжета паянхи ачасемпе çамрăксем ăнланмалла çăмăл чӗлхепе, çитменнине вӗсем усă куракан сăмахсемпе, ăста аталантарса вулакана проблемăна чун витӗр кăларттарса ырра шанма вӗрентет Ирина Трифонова. Шăп çакăнта унăн Турă панă ăсталăхӗ.

Автора çаплах ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, Евгений Турхан паллă çыравçă, Шупашкартан килнӗ сăвăç Мальвина Петрова, ТР тава тивӗçлӗ искусствовечӗ Людмила Шкляева, авторăн мăшăрӗ Сергей Трифонов, ТР ЧНКА канашӗн пайташӗсем Вера Юнусовапа Валентин Паймухин, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем саламларӗç. Повеçӗн тӗп сăнарӗсем, унти пулăм тыткăнланипе çыравçăран ăна малалла çырма ыйтрӗç.

Ирина Федоровнăн ывăлӗ Маским Трифонов, Шупашкартан килнӗ кинорежиссер Ольга Осипова тата ыттисем юрă-сăвă парнисем туни вара мероприятие хăйне евӗр илем кӳчӗç. Мероприятие автор пуçламăшӗнчех хăтлав мар, туссен каçӗ тени чăнах та тӳрре килчӗ, çӗнӗ кӗнеке чи çывăххисене пухса пурне те туслаштарчӗ. (В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем).


#общество

Нет комментариев