«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнакан тепӗр маттур хӗрача вăл – Миа Григорьева. Вăл Анат Кама хулинчи 34-мӗш номерлӗ чăваш гимназийӗнче 5-мӗш класра вӗренет, 11 çулта.
«Сувара» питӗ тимлӗ вулакансем астума кирлех: ку хӗрача пирки хаçатăмăрта пӗрре мар çырнă. Миа эпир ирттерекен конкурссене ача садне çӳренӗ чухнех хастар хутшăнма пуçланă, пӗрре мар малти вырăна та тухнă.

Чăваш чӗлхине юратса ӳснӗ хӗрача
Халӗ те акă «Суварта» шкул ачисен хушшинче конкурс ирттересси пирки çырсанах Анат Камăри 34№ гимназире чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Олеся Георгиевна Тудиярова 5-мӗш «а» класра вӗренекен Миа Григорьева пирки шутланă.
«Ку конкурса хутшăнма чи малтан чăвашла лайăх калаçма пӗлни кирлӗ. Миа пултарать тесе шутларăм, конкурса хутшăнма сӗнтӗм. Питӗ ăшшăн йышăнчӗ вăл ку шухăша, хавхалансах ӗçе пуçăнчӗ.
Миа – питӗ тăрăшуллă хӗрача. Вӗренӳре 1-мӗш класран пуçласах отличница вăл. Кашни урока тӗплӗн хатӗрленет, тетрачӗсем яланах тирпейлӗ унăн, почеркӗ çав тери илемлӗ. Çи-пуçӗ те тирпейлӗ, çӳçне çивӗтлесе çӳрет (ку пирӗн гимназишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ). Миан ăс-тăнӗ питӗ çивӗч, шухăшлавӗ анлă. Эпӗ унпа та, ытти ачасемпе те хамăн уроксенче яланах чăвашла калаçма, вӗсене те калаçтарма тăрăшатăп», – каласа парать Олеся Георгиевна.

Хастар хӗрача çинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлес шухăшпа унăн амăшӗпе, 2008 çулта «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн çӗнтерӳçин, «Раççей Чăваш пики» конкурсăн Вице-мисӗн титулӗсене тивӗçнӗ Елена Григорьевапа (ун чух Семеноваччӗ) çыхăнтăмăр. Çырчаллинче çуралса ӳснӗскере ăна хăйне те ашшӗпе амăшӗ мӗн пӗчӗкрен чăваш чӗлхине, культурине, йăли-йӗркине юратма вӗрентнӗ.
Кукамăшӗ Ольга Александровна, асламăшӗ Елизавета Митрофановна та мăнукӗ яла килсен унпа яланах чăвашла калаçнă. Çавăнпах пуль хулара çуралса ӳссен те чăваш пулса çитӗннӗ Елена мăшăр пулма та чăваш каччине Сергей Григорьева (Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшран) суйланă. Çамрăксем Анат Кама хулинче тӗпленнӗ, вӗсен çемйинче хӗрпе ывăл – Миапа Макар – çитӗнеççӗ халь. Сергей Евгеньевичпа Елена Васильевна ачисене те чăваш пулса ӳстереççӗ.
Чăваш гимназийӗ
«Эпир пурăнакан хулара чăваш гимназийӗ пурри – пысăк телей. Эппин тăван чăваш чӗлхине шкултах тӗплӗн вӗренме май пур. Шкула кайма вăхăт çитсен хăшне суйлас-ши текен ыйту тăмарӗ пирӗн умра, тӳрех 34-мӗш чăваш гимназине суйларăмăр. Эпир хамăр ачасене чăваш шкулӗнче вӗрентсе вӗсем тăван чӗлхепе лайăх калаçчăр, культурипе йăлисене ăша хывччăр тетпӗр, вăхăт çитсен вара хăйсен ачисене те çак пуян еткерлӗхе паччăр тесе ӗмӗтленетпӗр», – тет Елена Васильевна.

Миа мӗнле предметсене ытларах юратать тесе ыйтсан амăшӗ: «Ой, уншăн пӗтӗм предмет интереслӗ! Пушă вăхăтра тата питӗ вулама юратать. Килте унăн хăйӗн библиотеки те пур ӗнтӗ», – терӗ.
Ку çемьере чăваш чӗлхине хушăран кăна аса илмеççӗ. Елена Васильевна каланă тăрăх, вăл Миа çуралсан сăпка юррисене те чăвашлах юрланă, кукамăшӗ Нина Васильевна каласа панă пирвайхи юмахсем те чăвашлисемех. Хулари, республика шайӗнчи чăвашсен мероприятийӗсене те Григорьевсем ачисене мӗн пӗчӗкрен пӗрле илсе çӳреççӗ. Миа Григорьеван 2021 çулта Аксура иртнӗ республика Уявӗнче ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа юнашар тăрса ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗ «Суварăн» 1-мӗш страницинче пичетленнӗччӗ, çакна астăвакансем те нумайăн-тăр пирӗн вулакансен хушшинче.
Миа Григорьева пирӗн конкурса «Манăн хула тата шкул» фильмпа хутшăнать. Хăй вӗренекен гимназие чунтан юратаканскер вăл ун пирки, чăваш халăхӗн историйӗпе паллаштаракан унти музей, хăй пурăнакан çамрăк хула пирки каласа парасшăн. Ку интереслӗ ӗçре вара ăна чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Олеся Георгиевна Тудияровăпа педагог-организатор, музыка учителӗ Надежда Юрьевна Ильдерякова пулăшаççӗ. Миашăн кино ӳкерсе конкурса хутшăнни ахаль ăмăрту çеç мар, тăван халăхăн культурипе çывăхрах паллашмалли, çынсене ун пирки каласа памалли мел. Ăнăçу сунатпăр хастар хӗрачана!
Е.Григорьева сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев