Усал хыпар утпа çӳрет, теççӗ. Таврана Тури Услон районӗнчи Киров ячӗллӗ поселокри ял клубне хупаççӗ текен сăмах сарăлчӗ. Çурчӗ кивелсе юрăхсăра тухнă, имӗш. Редакци ӗçченӗсем, тӗп редакторпа Ирина Трифоновăпа пӗрле эрне каялла çак яла çитсе лару-тăрăва тӗплӗнрех пӗлес терӗмӗр.
Ял историйӗ
Ку яла Чăваш АССРӗнчи Красноармейски, Вăрмар, Элӗк районӗсенчи 20 çемье никӗсленӗ. 1937 çулта – çӗршывра коллективизаци, индустриализаци хумӗ пынă тапхăрта пулса иртнӗ ку. Пӗр шутласан, ку пит тахçанах та пулса иртмен, анчах унтанпа 100 çула яхăн иртнӗ. Малтанах çӗнӗ çӗре килнисем çӗрпӳртсенче пурăннă. Кайран, пӳрт лартса кӗрсен те çӗрпӳртсене ишме васкаман, нӳхреп вырăнне усă курнă вӗсемпе.
Кировсем яланах çӗршывпа пӗрле утнă. 1941 çулта фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнса кӗрсен те кировсем çӗршыва тăшманран тасатма васканă – тăван çӗре, çывăх çыннисене хӳтӗлесе 22 çын, Киров поселокне никӗсленӗ 22 чăваш вăрçа кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри те тăван çемйине таврăнайман.
Вăрçă хыççăн ерипен пулсан та ура çине тăнă поселок. Пысăк ферма, çӗнӗ клуб, ача сачӗ, библиотека, 1988 çулта вăтам шкул та уçăлнă. Халӗ библиотека та хупă, вăтам шкула реорганизаци тунă хыççăн ачасем Тури Услона çӳреççӗ, райпо лавккине хупнă хыççăн (рентабельлӗ пулман) уйрăм çын лавкки ӗçлеме пуçланă, ача сачӗ те ӗçлемест. Пысăк ӗне, лаша фермисем тахçанах саланнă.
Клуб çынсене пухать
Пире ял клубӗн заведующийӗ Марина Валентиновна Иванова кӗтсе илчӗ, клубпа пулса иртекен ӗçсем çинчен каласа пачӗ. 2021 çулта иртнӗ Пӗтӗм Раççей çыравӗпе поселокра 217 çын пурăнать, интернетра пăхсан – 289. Марина Валентиновна 360 çын пурăнать тесе çирӗплетет. Кировра ялан пурăнакан çынсем кăна мар, çурчӗсене дача пек туса лартнисем те йышлă. Хусан инçе мар – хуть хăш вăхăтра та килсе чарăнма пулать. Поселокпа юнашарах тепӗр поселок – Новый ятлăскер – ӳссе ларнă. Апла çын йышӗ самаях пысăк, дача сезонӗ вăхăтӗнче тата та.
Çакăн пек картинăна курсах Киров клубсăр юлни питӗ ăнланмалла мар хурлантаракан пулăм пулса тухать.
Кунта пенси çулӗнчисем те пухăнаççӗ, пӗр-пӗринпе хутшăнма, маскировка сечӗсене çыхма 65 – 75 çулсенчисем ӗçленӗ вăхăтрах çамрăклăха та аса илеççӗ, çӗнӗ хыпарсене те сӳтсе яваççӗ, чей те ӗçеççӗ. Çулталăкне 3-4 хутчен гуманитари пулăшăвне ăсатаççӗ СВОри ентешӗсем патне. Вӗсен портречӗсем те кунтах, клуб стени çине илемлӗн вырнаçтарнă вӗсене. Кашни кун кăнтăрла иртсе 1-2 сехетсенче пуçтарăнаççӗ волонтерсем. «Пӗрре хам пулаймастăп тесе асăрхаттарса каларăм. Мана уçă хăварма ыйтрӗç, хăйсем тӗллӗн кӗрсе ӗçлерӗç», – каласа парать хастар акка-инкесем çинчен Марина Валентиновна.
Ачасемпе çамрăксем валли
Халь тата типӗтнӗ чей, эмел курăкӗсене те пӗрре усă курмалăх хут хутаçсене тултарса ăсатма хатӗрлеççӗ. Çывăхрах мини-маркет уçнă Галина Федоровна Петрова кăнтăр апачӗ вăхăтӗнче волонтерсем патне чейпе, печени-канфетпа чупса килет: «Хам сирӗнпе ларса çыхаймастăп, капла хуть пулăшу пултăр», – тет вăл.
Çамрăксем те, уйрăмах çул çитменнисем, клуба пуçтарăнма килӗштереççӗ. Шашкăлла та, шахматла та выляççӗ. Кӗçӗнреххисем валли те ӗç тупăнать.
«Кашни ăру хăйне евӗрлӗ пулни курăнать ачасенче, – хавхаланса каласа парать клуб заведующийӗ. – Эпӗ 15 çул ӗçлетӗп кунта. Малтанхи çулсенче клуба килекен ачасем пластилинпа аппаланма юрататчӗç.
Вӗсем хыççăн тепӗр ăру тапхăрӗ пуçланчӗ – кусем пӗр пы-ы-ы-сăк хут листи çине ушкăнпа ӳкерме килӗштеретчӗç. Ӗç вӗçлесен хитре картина куç умне тухать. Хальхи ачасем куçпа курнине хăвăрт астуса юлаççӗ. Ăнлантарса тăриччен ноутбукпа кăтартса илни çителӗклӗ вӗсемшӗн. Малалла хăйсемех тӗшмӗртеççӗ». Кӗçӗннисене чăваш халăх вăййисене, тӗслӗхрен, çӗрӗ парасси, вӗрентессине аслăраххисем хăйсем çине илеççӗ кунта. Уявсене пӗрле ирттересси те йăлана кӗнӗ.
Эпир пынă чух кӗркуннене халалланă уява хатӗрленсе илемлетнӗ стенасем çаплахчӗ. Клубран инçетре пурăнман Валерияпа Александр Петровсен сентябрьте иккӗмӗш ывăлӗ Юра çуралнă. Лера коляска тӗртсе клуба пыман кун пулман та пулӗ, килӗшет ăна кунта. Асли Ярослав 10 çул тултарнине те вӗсем клубра вăйăсемпе, ташăсемпе паллă тунă.
Валерия ачаран аниматор пулма ӗмӗтленнӗ иккен, ывăлӗн çуралнă кунӗнче вăл хăйӗн ӗмӗтне пурнăçланă теме пулать – менелник каçне йӗркелесе ертсе пынă. Çуралнă кун каçӗ пурне те килӗшнӗ – ачасене те, ашшӗ-амăшне те. Ярослав тантăшӗсем Тури Услонран килнӗ менелнике. Ашшӗ-амăшӗ те юлман, ачисене «аварийнăй состоянири» клуба пӗччен яма шикленнӗ. «Килсе пăхсан тӗлӗнчӗç, юсамалла, паллах, анчах авариллӗ темеллех мар-çке», – аса илет Марина Иванова.
Клуба хупасси пирки
Тури Услон пуçлăхӗн Е.А.Варакинăн йышăнăвӗпе клуба ноябрӗн 30-мӗшӗнче хупаççӗ. Вырăна тӗпрен тасатма палăртнă. Клуб заведующийӗ вара? Ӗçсӗр юлать-и? Çук иккен, кун çинчен шутланă: Тури Услонра Район Культура çуртӗнче завхоз пулса ӗçлӗ вăл.
Ял халăхӗ çӗнӗ клуб тăвиччен халь ӗçлекеннине хăварма ыйтнине хирӗç ку клубне хупмасăр çӗннин строительствине пуçлама ирӗк памаççӗ терӗ. Ял-йыш вара 1973 çултанпа ăруран ăрăва çак клуба утнă: кино пăхма та, лару-пухăва та, суйлава та, пӗр-пӗринпе курнăçма та, уявсене паллă тума та, Çӗнӗ çула кӗтсе илме те... Ку йӗркене улăштарасшăн мар Киров поселокӗнче çуралса ӳссе пенси çулне çитнисем: «Çӗнӗ клуб пулсан та çакăнтах лартăр», – теççӗ. Çапла пуласса шансах та пӗтермеççӗ-ха вӗсем, анчах ӗмӗтленме чарăнмаççӗ.
Халӗ вара вӗсене Çӗнӗ çула мӗнле, ăçта кӗтсе илесси хумхантарать. Авă, Ватăсен кунне «Çăл патӗнче» спектакль лартса мӗн тери ырă парне турӗç ватăсене. Залра чăвашсемпе пӗрлех тутарсем, вырăссем пулчӗç. Паллах, сăмахӗсене пурне те ăнланса пӗтереймеççӗ, анчах мӗнле кăмăллă хăй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем вылянине пăхма.
Клуб заведующийӗ каланă тăрăх, клуб ял халăхӗ пуррипе тытăнса тăрать (ытарлăн калани мар ку). Ку 90-мӗш çулсенче те çапла пулнă, халь те çаплах.
1996 çулта Çӗнӗ çул умӗн клубра пушар тухнă. Мӗнле майпа? Сăлтавӗ халь те паллă мар. Телее, аманнисем, вилнисем пулман. Çурта вара çулăм шеллемен – кирпӗчрен купаланă кăшкарӗ çеç тăрса юлнă. Çичӗ çул тӗтӗмпе хуралнă стенисемпе хăратса тăнă ял-йыша. Çамрăксем совхозăн пăрахăçланă çуртӗнче пухăнма тытăннă. Сивӗсем пуçлансан вентиляторсемпе ăшăтнă. Кун пек чух трагеди пуласси те инçе мар. Юрать, милици вăхăтра пырса кӗнӗ, пухăнма чарнă. Çакăн хыççăн тин ял халăхӗ клуба хăй вăйӗпе юсама пуçланă. Çапла 2002 çулта вăл тараватлăн алăкӗсене уçнă.
«Владимир Путина Президента суйланă чух суйлав участокӗсенче камерăсем лартмалла терӗç. Çакăн чухне тин пире косметика юсавне ирттерме укçа пачӗç. Алăк лартрăмăр, чӳречесене улăштартăмăр, урайне юсамалăх çитмерӗ укçа», – хаш сывлать Марина Валентиновна. (Сăмах 2012 çул çинчен пырать-тӗр, шăпах çав çул пӗрремӗш хут суйлав участокӗсене камерăсем лартнă – Т.В.).
Эпир кайма ӗлкӗрейменччӗ-ха, Марина Валентиновнăна çыру килсе тыттарчӗç. ТР Культура министерствине хута кӗме ыйтса çырнине хуравланă иккен. Ытти çырусем пекех кун та шăпи пӗр евӗр – вырăнта пăхса тухмалла ку ыйтăва.
Юсамалăх пур клуба, аслăлатни кирлех. Анчах хулăн стенасем çирӗп-ха, тен, çакăнтах Çӗнӗ 2027 çула, Качака çулне, кӗтсе илейӗç кировсем?
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев