Тутарстан Республики Пӗтӗм Раççейри «Читаем всей семьей» интернет-конкурса чи нумай видеоӗç тăратнă регионсен хушшинче лидер пулса тăнă. Виçӗ тапхăрта Тутарстанра пурăнакан çемьесем конкурса 979 ӗç ярса панă. Пирӗн республикăран 7 çемье çӗнтерӳçӗсен шутне кӗнӗ.
Конкурса «Знание» Раççей обществи «Молодёжь и дети» наци проекчӗн шайӗнче йӗркелесе ирттернӗ. Пӗтӗмпе Раççейре пурăнакансем конкурса пӗрле вуланине халалланă 8840 видеоролик тăратнă.
«Читаем вместе» номинацире Пӗкӗлмере пурăнакан Данилушкинсем çемьери виçӗ йăла – пӗрле кӗнеке вуласа ăна сӳтсе явни, çӗннине пӗлме пулăшакан çулçӳрев-тӗпчевсем тата канмалли кунсенче сӗтел çи вăййисене выляни – çинчен каласа панă. Роликре Сергей Есенинăн сăввипе усă курнă вӗсем. Пысăк Атняра пурăнакан нумай ачаллă Якуповсем «Гуси-лебеди» юмахпа паллаштарнă. Вӗсем кӗнекесене килте кăна вуламаççӗ, канма та пӗрле илеççӗ.

«Первые страницы» номинацире Кукморта пурăнакан Фаляховсем «Репка» юмаха кăтартнă. Вӗсем хăйсен йăх-несӗлне тӗпчеççӗ. Пӗрле ларса вулани вара çемьепе пӗрле пухăнмалли сăлтав. Ешӗлварти пилӗк ачаллă Нуруллинсем çемьере тăван чӗлхене упрассишӗн, аталантарассишӗн тимлеççӗ, ачисемпе пӗрле тутар халăх юмахӗсене вулаççӗ, сăввисене вӗренеççӗ, наци уявӗсене хутшăнаççӗ. «Читаем с папой» номинацире Хусанти Загретдиновсемпе Нурлатри Булановсем палăрнă. «Связь поколений» номинацире Елабуга районӗнчи Эркаев-Саликаевсем çӗнтернӗ.
Çӗнтерӳçӗ çемьесене йӗркелӳçӗсем Санкт-Петербургпа Карелине кайса курма çулçӳрев парнеленӗ. Мала тухнисене чыслас церемони декабрь уйăхӗнче Мускаври «Раççей» наци центрӗнче Шкул библиотекарӗсен форумӗн шайӗнче иртет.
Сăнӳкерчӗксем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.
Нет комментариев