Çӗнӗ хыпарсем

Пултаруллисене пӗлсе тăма

Иван Сергеевич Тургенев ячӗллӗ культурӑпа социаллӑ пуçарусен ыр кӑмӑллӑх фончӗ Пӗтӗм Раççейри халӑх пултарулӑхӗн, наци культурисен тата фольклорӗн «Еткер – Хусан легендисем» VI чемпионат-конкурсне ирттерет. Мероприяти Хусанта, «Академия» Концерт залӗнче 2026 çулхи декабрӗн 18 – 22-мӗшӗсенче иртет.

 

Чистай шапчакӗ автор Васильева

Проекта хутшӑнни учрежденисене, коллективсене тата артистсене хӑйсен муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн культура йӑли-йӗркипе творчествăри çитӗнӗвӗсене пӗтӗм Раççей шайӗнче кӑтартма, професси ăсталăхӗпе пултарулӑхне аталантарма çӗнӗ çыхӑнусем йӗркелеме, Раççейӗн ытти регионӗсенчен хутшӑнакансен опычӗпе паллашма май парать.

Чемпионат-конкурса хутшăнас текенсен 2026 çулхи декабрӗн 10-мӗшӗччен заявкăна йӗркелӳçӗсем патне çитермелле.

Ку проекта илемлӗ пултарулăх коллективӗсем те, профессиллӗ артистсем те хутшăнма пултараççӗ. Жанрсен енӗпе те, хутшăнакасен çулӗсемпе те чару çук. Номинацисене, чемпионат-конкурса хутшăнас йӗркене положенире палăртнă. Проекта хутшăнас текенсем хăйсен ыйтăвӗсем çине turgeneff.ru Ыркăмăллăх фончӗн сайтӗнче хурав тупӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


конкурс

Нет комментариев