Декабрӗн 5-6-мӗшӗсенче ТР Наци библиотекинче «Смена» Хальхи вăхăтри культура центрӗ вун виҫӗ ҫул тултарнине халалласа йӗркеленӗ Хӗллехи кӗнеке фестивалӗ иртет.
Программӑра: кӗнеке ярмӑркки, сезонти тӗп кӗнекесен презентацийӗсем, лекцисемпе дискуссисем, «Инде. Татар» проектăн уйрăм программи, «Пробелы» кинофестиваль, спектакльсем, курав. Яланхи пекех фестивалӗн тӗп площадки Тутарстан Республикин Наци библиотеки пулӗ.
Фестивале «Смена» Хальхи культура центрӗ, ТР Наци библиотеки тата «Чӗрӗ хула» Фонд ТР Культура министерствипе «Татнефть» Ыр кӑмӑллӑх фончӗн тӗревӗпе йӗркеленӗ.
2013 çулта «Смена» историйӗ шăпах кӗнеке фестивалӗнчен пуҫланнӑ. Хусанти Бурхан Шахиди урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче пултаруллă Çамрăксем пӗрремӗш Хӗллехи кӗнеке фестивальне йӗркеленӗ. Ҫакăнтан пуçланса кайнă та Хальхи культура центрӗ. Вăл кашни çул – кăçалхипе 13-мӗш хут– хӑйӗн кашни ҫуралнӑ кунне ҫапла палӑртать. Çапла майпа «Смена» ҫулталӑка пӗтӗмлетет тата пурне тепӗрле пухать: издательсене, вулакансене, авторсем. 2020 çултанпа фестиваль Тутарстан Республикин Наци библиотекинче иртет. Кăçал кӗнеке фестивалӗ тата анлăрах – 200 ытла издательство хăйӗн продукцине ярмăрккана тăратать.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев