Ӗçлӗ юлташлăхăн тепӗр енӗ – кадрсен ылмашăнăвӗ. Сăмах кунта çамрăк журналистсем пӗр-пӗрин çӗршывне кайса çӳресси, пӗрлехи интервьюсем тăвасси, вӗрентӳ мероприятийӗсем ирттересси, медиасфера специалисчӗсен ӗçлӗ хутшăнăвӗсен площадкине йӗркелесси çинчен пырать.
Китайри Урумчи хулинче Китай Халăх Республикин Синьцзянри радиопа телевидени станцийӗпе Тутарстанăн «Новый век» телерадиокоманийӗ» килӗшӳ тунипе палăрса юлӗ паянхи кун Тутарстан историйӗнче. Çапла хыпарлать «Татар-информ» журналисчӗ Эльза Кузнецова. Тутарстан енчен документа ТНВ генеральнăй директорӗ Ильшат Аминов алă пуснă.

Тутарстан делегацийӗ Китая «Пӗр тăрăх, пӗр çул» документаллă кино форумне кайнă, çавсен хушшинче «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков та пур.
Ӗçлӗ килӗшӳ малашне документлă киносене, видеороликсене тата ытти аудиовизуаллă программăсене пӗрле ӳкерме май парать.Тӗп тимлӗхре – культура ылмашăнăвӗпе, культурăпа туризм интеграцийӗпе, гуманитарипе çыхăннă темăсем. Хатӗр фильмсене харпăр медиаплатформасенче лартма йышăннă.
Ӗçлӗ юлташлăхăн тепӗр енӗ – кадрсен ылмашăнăвӗ
Сăмах кунта çамрăк журналистсем пӗр-пӗрин çӗршывне кайса çӳресси, пӗрлехи интервьюсем тăвасси, вӗрентӳ мероприятийӗсем ирттересси, медиасфера специалисчӗсен ӗçлӗ хутшăнăвӗсен площадкине йӗркелесси çинчен пырать. Унсăр пуçне енсем çӗнӗ медиасенчи, искусствăлла интеллектпа ӗçлессинчи пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма калаçса татăлнă.
Сăмах май, «Пӗр тăрăх, пӗр çул» форум ноябрӗн 11-мӗшӗнче пуçланнă, паян, ноябрӗн 13-мӗшӗнче хупăнать. Вăл Пурçăн çул тăршшӗпе вырнаçнă регионсенчи экологи строительствипе, тавралăха симӗслетсе аталантарассипе çыхăннă.

Форум географийӗ анлă
Мероприятие Китайри, Вăтам Ази çӗршывӗсенчи, Европăпа ытти регионсенчи медиакомпанисен ертӳçисем, продюсерсем, документаллă киносем ӳкерекенсем хутшăннă.
«Ку форума килме пултарнишӗн эпӗ питӗ хавас. Мӗншӗн тесен вăл мана документлă киновăн илемӗпе кирлӗлӗхӗ, пӗлтерӗшӗ çине çӗнӗлле пăхма хистерӗ. Вăл регионăн, çынсен, пулăмсен летописьне йӗркелеме пулăшать», – тенӗ Ильшат Аминов Китай журналисчӗсене.
Ун сăмахӗпе, ТНВ телерадиокомпани малашне ытти çӗршывсен культурипе пурнăçӗ çинчен проектсене активлăрах аталантарассипе ӗçлӗ.
Сăнӳкерчӗксем: «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев