«Пирамида» культурăпа кану центрӗнче «Наше время – Безнең заман» ӗçлекен çамрăксен пултарулăхӗн çулсерен иртекен телефестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Фестивале хутшăнакансене Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Абдулганиев саламланă.

«Çулсерен иртекен фестивалӗн атмосфери хăйне евӗрлӗ. Вăл çамрăк ӗçченсене пӗрлештерме, вӗсене професси адаптацийӗ иртме пулăшать, пултарулăх аталанăвӗ валли лайăх никӗс пулса тăрать, – палăртнă Фарид Абдулганиев фестивале хутшăнакансене саламласа.
Фестиваль пултаруллă çамрăксене воспитани пама питӗ лайăх проект пулнине, вăл промышленностьпа экономика аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине те палăртнă парламент ертӳçи. Фарид Абдулганиев йӗркелӳçӗсемпе конкурса хатӗрленме пулăшакансене, предприятисемпе хуласен ертӳçисене хăйсен командисене тӗрев панăшăн тав тунă.
Кăçал фестивале Тутарстанри 38 муниципаллă йӗркеленӳрен, çавăн пекех Удмуртирен, Казахстанран, Узбекистанран, Белоруссирен тата Турцирен килнӗ 135 предприяти, организаци тата учреждени хутшăннă.
Фестиваль гран‑прине «Безопасность дорожного движения» ГБУ коллективӗ тивӗçнӗ.
Нет комментариев