2028 çултан 9-мӗш класра вӗренекенсен историпе экзамен тытмалла пулать
2028 çултан пуçласа 9-мӗш класс пӗтерекенсен Патшалăхăн пӗтӗмӗшле аттестацине иртме историпе экзамен тытмалла пулать. Çакăн пирки Рособрнадзор ертӳçи Анзор Музаевпа РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин çак кунсенче ӗçпе тӗл пулсан сӳтсе явнă.

«Вăл пӗлтерӗшлӗ предмет. Пире пăхăнса тăракан Педагогика виçевӗсен федераллă институчӗ экзамена мӗнлерех ирттерес ыйтупа ӗçлеме пуçланă та ӗнтӗ. Экзамен пирки педагогсемпе, экспертсемпе калаçăпăр, тӗрӗслев ирттерӗпӗр, халăхăн шухăшне ыйтăпăр. 2028 çулта вара историпе сăмах вӗççӗн тытмалли экзамен йӗркелӗпӗр», – пӗлтернӗ Рособрнадзор ертӳçи.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев