– Тухтăр, мана пурте улталасшăн пек туйăнать. – Лăпланăр. Эсир сывах. Сиртен 15 пин тенкӗ.
* * *
Ахванеç ӗçе вырнаçма пынă.
– Эсир авланнă-и? – ыйтаççӗ унран.
– Çук.
– Апла-тăк эпир сире ӗçе илейместпӗр.
– Мӗншӗн?!
– Пире пăхăнма пӗлекен çынсем кирлӗ.
* * *
Вӗçкӗн Ваççа лавккара.
– Сирӗн шывра ишмелли калпак пур-и? – ыйтать вăл сутуçăран.
– Çук.
– Хоккейла вылямалли клюшка?
– Çук.
– Йӗлтӗр?
– Çук! Ку эрех-сăра сутакан лавкка.
– Эппин пӗр кӗленче сăра парăр... – тет Ваççа. Сăмси айӗнче хăй çапла мăкăртатать: – Турă курать, спортпа туслашасшăнччӗ...
* * *
Кукша Кӗркури хăйӗн карчăкӗпе калаçать:
– Итле-ха, Крахьян, эп вилсен эс мана мӗнле пытарăн-ши? Питӗ хыткукар вӗт-ха эсӗ. Мӗн туянатăн – веçех хаклă саншăн. Ăçта валли укçа пуçтаратăн? Леш тӗнчене пӗрле илсе каясшăн-и?!..
– Хыткукар мар-çке! Ан хăра, олигарх пекех чаплăн пытарăп: сана тăхăнтартма хаклă костюм заказ парăп, чиркӳре пачăшкăна кӗлтутарăп. Йăлтах пуян çынсенни пек пулӗ...
Кукша карчăкне тӗрӗслесе пăхма шутлать. Çак калаçу хыççăн пӗр эрнерен вилнӗ пек тăвать. Карчăкӗ ăна трико, футболка, кедă тăхăнтартать те чи йӳнӗ тупăка хурать. Хăй юнашар ларса такмакласа йӗме пуçлать:
– Чунăм, Кӗркури! Мана ма пăрахса хăвартăн-ха ӗнтӗ!.. Ăçта кайма васкатăн?!
Кукша чăтаймасть, тупăкра выртаканскер тăрать те:
– Футболла выляма!!! – тет çиллессӗн.
Нет комментариев