Çӗпрелӗнче Виктор Тихонова асăнса  турнир иртнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрелӗнче Виктор Тихонова асăнса турнир иртнӗ

Октябрӗн 27-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсен хушшинче пневматика винтовкинчен перессипе турнир ирттернӗ. Турнира Чечня вăрçин пӗрремӗш кампанине тата ятарлă çар операцине хутшăннă Виктор Юрьевич Тихонова тата Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă.

Сăнӳкерчӗк chuprale-online.ru сайтран. Виктор Тихонов 1985 çулхи мартăн 28-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Çӗпрел районӗнчи Пăрăнтăкра çуралнă. 2022 çулхи октябрь уйăхӗнче ăна тулли мар мобилизаци шайӗнче çар хӗсметне илнӗ. Çапăçу заданийӗсене пурнăçланă чухне икӗ хут аманнă. Мартăн 2-мӗшӗнче Угледар леш енчи Новоукраинка ялӗ патӗнче сывă юлайман. Çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Участник специальной военной операции», «За воинскую доблесть» II степеньлӗ тата  «Суворов» медальсемпе наградăланă.

Мероприятие Çӗпрел районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов, СВО ветеранӗ, Виктор Юрьевичпа пӗрле службăра тăнă Алексей Ягашкин тата паттăрăн тăванӗсем – мăшăрӗ Екатерина Викторовна, ывăлӗ Егор тата пӗртăванӗн хӗрӗ Арина хутшăннă.

Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх çӗнтерӳçӗсемпе призерсене чысланă. Арçын ачасем  хушшинче пӗрремӗш вырăна Гадель Нигъманов, иккӗмӗш вырăна Адель Тукаев, виççӗмӗш вырăна Алексей Герасимов йышăннă. Хӗрсем хушшинче Залия Халимова мала тухнă, иккӗмӗш Милана Ситнова пулнă, виççӗмӗшне — Алия Нигмолова. Команда зачетӗнче пӗрремӗш вырăна Кивӗ Ишлӗ шкулӗ тухнă, иккӗмӗш вырăна – районти  нумай профиллӗ лицей, виççӗмӗшсем – Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ. Турнира хутшăнакансене пурне те медальсем, грамотăсем тата хаклă парнесем парса чысланă.  

 

Сăнӳкерчӗксем chuprale-online.ru сайтран. 


Нет комментариев