Фарид Абдулганиев: «Халяль индустрийӗ пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ отрасль»
Тӗп хыпар

Фарид Абдулганиев: «Халяль индустрийӗ пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ отрасль»

Паян Хусан Ратушинче Ислам çӗршывӗсен Стандартсемпе метрологи институчӗн Директорсен канашӗн 32-мӗш ларăвӗ иртнӗ. Унта 50 çӗршыв делегачӗ хутшăннă.

Паян Хусан Ратушинче Ислам çӗршывӗсен Стандартсемпе метрологи институчӗн Директорсен канашӗн 32-мӗш ларăвӗ иртнӗ. Унта 50 çӗршыв делегачӗ  хутшăннă. Сăмах май, SMIIC Генеральнăй ассамблейăн ларăвӗ çак кунсенче – октябрӗн 26 – 28-мӗшӗсенче Хусанта «Халяль» продукцин стандартизацийӗпе сертификаци енӗпе халăхсен хушшинчи форум шайӗнче иртет. ТР Раисӗ ятӗнчен унта хутшннисене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Абдулганиев саламланă.

Ислам çӗршывӗсен Стандартсемпе метрологи институчӗн Директорсен канашӗн 32-мӗш ларăвӗ

«Ислам çӗршывӗсен Стандартсемпе метрологи институчӗн Генеральнăй ассамблейи Хусанта иртни пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен Хусан кăçал Ислам тӗнчи тӗп хули шутланать. Çакна эпир хамăра шанни тесе йышăнса  çӗршывпа республика ертӳлӗхӗсен Ислам тӗнчипе хутшăнусене аталантарассипе системăлла ӗçӗн кăтартăвӗ тетпӗр, – тенӗ Фарид Абдулганиев.

 Раççей Стандартизаципе метрологи институчӗн пайташӗ мар, 2019 çултанпа çеç  унта сăнавçă статусӗпе хутшăнать

«Халяль индустри пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ отрасль тата производительсемпе потребительсен – Раççейпе Ислам тӗнчи, хушшинчи шанăçлă хутшăнусен механизмӗ шутланать», – палăртнă парламент ертӳçи.  

Паянхи куна республикăра халяль стандарчӗллӗ продукци туса илессипе 150 производитель ӗçлет. Пӗлтӗртен вара экспорт 3 хутчен ӳссе 45 миллион долларпа танлашнă. Кăçалхи 9 уйăхра – 35 миллион доллар. Фарид Абдулганиев палăртнă тăрăх, çак кăтартусем тӳрремӗнех ТР Мăсăльмансен тӗн управленийӗн халяльпа ӗçлекен комитечӗн ӗç кăтартăвӗпе çыхăннă. Шăпах çак комитет халяль продукцине туса кăларассипе ӗçлекен производительсене тавар пахалăхне çирӗплетекен сертификатсемпе тивӗçтерет.

Ислам çӗршывӗсен Стандартсемпе метрологи институчӗн Директорсен канашӗн 32-мӗш ларăвӗ

Хусанта халяль продукцине тӗрӗслессипе лаборатори уçасшăн

Паяна Раççейӗн 200 яхăн предприятине Комитет сертификатпа тивӗçтернӗ. Фарид Абдулганиев форума хутшăннисене саламласа енсен ӗçлӗ хутшăнăвӗсен черетлӗ утăмӗ шутне Тутарстанра çывăх вăхăтра халяль продукцине тестлассипе тата тӗрӗслессипе аккредитациленӗ лаборатори уçăлассине пӗлтернӗ.

«Лаборатори уçни халяль-индустрин аталанăвӗнче пӗлтерӗшлӗ пулӗ, вăл сертификаципе тӗпчевсен ӗçне лайăхлатма пулăшӗ», – тенӗ парламент пуçлăхӗ.

Калас пулать, форум ӗçне Федерацин технически йӗркелӗвӗпе метрологи агентствин (Росстандарт) ертӳçи Антон Шалаев ту хутшăннă. Вăл форум практикăсемпе ылмашăнма пулăшнисӗр пуçне продукципе услугăсен пахалăхне шантаракан никӗс пулнине палăртнă.

Ислам çӗршывӗсен организацийӗн  (SMIIC) стандартизаципе метрологи институтне 2010 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери халяль тытӑмне аталантарассипе тата çӗршывсен çакнашкал продукци требованийӗсене тивӗçтерессипе те ӗҫлет. SMIIC-а Азипе Африкӑн 48 ҫӗршывӗ кӗрет.

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru/pressa сайтран. 


#Государственный Совет РТ

Нет комментариев