РФ Ӗç кодексӗн 112 статйипе килӗшӳллӗн ноябрӗн 4-мӗшӗ – Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ – канмалли кун шутланать. Унсăр пуçне, Тутарстан Республикин 19.02.1992 № 1448-XII «Тутарстан Республикин уяв кунӗсемпе паллă кунӗсем çинчен» законӗпе килӗшӳллӗн, ноябрӗн 6-мӗшӗнче — Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗнче – республикăра канатпăр. Кун пирки Тутарстан Республикин Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви пӗлтерет.
Çакна шута илсе ноябрӗн пӗрремӗш эрнинче 4, 6, 7 тата 8-мӗшӗсем канмалли кунсем пулаççӗ, ку эрнере виçӗ кун çеç ӗçлетпӗр. РФ Ӗç кодексӗн 95-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ноябрӗн 3 тата 5-мӗшӗсенче ӗç кунӗсем 1 сехете кӗскелет.
Нет комментариев