Халăхсен хушшинчи XIV «Россия – спортивная держава» спорт форумӗнче Раççей Федерацийӗн Спорт министерстви, Тутарстан Республикин Спорт министерстви тата Раççейри дронсен ăмăртăвӗсен федерацийӗ килӗшӳ тунă. Ăна ТР спорт министрӗн çумӗ Ильдар Садриев тата Раççейри дронсен ăмăртăвӗсен федерацийӗн пуçлăхӗ Илья Галаев алă пуснă. Документпа килӗшӳллӗн ГТО комплексне çӗнӗ тест «БПЛА управленийӗ (пилотсăр вӗçекен аппаратсене тытса пырасси)» хушăнать.
Мероприятие Патшалăх Думин депутачӗ тата спорт комитечӗн пайташӗ Амир Хамитов хутшăннă. Вăл Тутарстан пилотлă проекта хутшăннине ырланă. Амир Хамитов çӗнӗ дисциплина çамрăксене дронсен ăмăртăвне явăçтарассине, ГТО нормативӗсене парассине тата спортпа туслашма пулăшассине палăртнă.
ГТО программи «Раççей спорчӗ» патшалăх пуçарăвӗпе килӗшӳллӗн пурнăçланать. Тутарстан ГТО комплексне çӗнӗ йышши тӗрӗслев – пилотсăр вӗçекен аппаратсене тытса пырассине – кӗртнӗ пӗрремӗш регионсенчен пӗри пулӗ.
Нет комментариев