Шкул библиотекисен кунӗ: Тутарстан библиотекарьӗсем федераци шайӗнче палăрнă
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул библиотекисен кунӗ: Тутарстан библиотекарьӗсем федераци шайӗнче палăрнă

Октябрӗн 26-мӗшӗнче Халăхсен хушшинчи шкул библиотекисен кунне паллă тăваççӗ. Тутарстан Республикин Электронлă хисеп хăми çине республикăри хуласемпе районсенчен 28 библиотекарьне вырнаçтарнă.

Тутарстан специалисчӗсен ӗçне федераци шайӗнче пысăк хак панă. 2025 çулта республика Пӗтӗм Раççейри икӗ конкурса 98 заявка панă: «Раççейри чи вулакан шкул» тата  «Раççейри чи лайăх шкул педагогӗ-библиотекарӗ». Çак конкурссене Раççейри «Знание» обществăпа РФ Çутӗç министерстви «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Заявкăсен шучӗпе Федерацин Атăлçи округӗнчи регионсем хушшинче Тутарстан виççӗмӗш вырăн йышăннă.

«Раççейри чи вулакан шкул» конкурсăн финалне республикăри тăватă шкул тухнă. Тури Услонри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул «5-9-мӗш классенче вӗренекенсене вулава явăçтарас практика» номинацире призер пулса тăнă.

«Раççейри чи лайăх шкул педагогӗ-библиотекарӗ»  професси ăсталăхӗн конкурсне Тутарстанран  44 педагог хутшăннă. Вӗсенчен вунçиччӗшӗ финала тухнă – ку çӗршыври мӗнпур регион хушшинче чи лайăх кăтарту.

Республикăра çавăн пекех «Çемье» наци проекчӗн «Çемье хаклăхӗсемпе культура инфраструктури» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн библиотекăсене çӗнетес ӗç малалла пырать.  Учрежденисене çӗнӗ кӗнекесемпе пуянлатаççӗ, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтараççӗ, хальхи техникăпа тивӗçтереççӗ,  электронлă ресурссемпе усă курма тата библиотека ӗçченӗсене квалификацине ӳстерме майсем туса параççӗ.


Международный день школьных библиотек библиотекарь

Нет комментариев