Октябрӗн 23-мӗшӗнче Беловка ялӗнче пурăнакансем Аслă Сӗнче çырми урлă çакăнса тăракан кӗпере юсаса пӗтерчӗç.

Ял хутлăхӗн администрацийӗ харпăр пилорама тытса тăракан Алексей Питимирова тата пӗрлехи сăваплă ӗçе пурнăçлама хутшăннă кашни çынна чӗререн тав тăвать.

Кӗпер юсассинче Валерий Буянов, Петр Гаврилов, Юрий Кожеманов, Анатолий Бульбов, Александр Константинов тата Аркадий Кожеманов тăрăшса ӗçлерӗç. Вӗсен хăйсен те кашнин татса памалли, пурнăçламалли ӗçӗсем пайтах-ха, анчах та пӗрлехи ӗçре пулăшу кирлӗ чух вӗсем айккинче юлмарӗç – тăван ял нушине татса парассине мала хучӗç. Чăн-чăн энтузиастсем, пуриншӗн те тӗслӗх вӗсем.

Сергей УЛАНОВ.
Беловка.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев