Матак чăвашӗ Курск çыннисене пулăшать
Тӗп хыпар

Матак чăвашӗ Курск çыннисене пулăшать

#МЫВМЕСТЕ Пӗтӗм Раççей юхăмӗн Тутарстанри штабӗн волонтерӗсен иккӗмӗш ушкăнӗ «Курский рубеж» гуманитари миссийӗпе Курск облаçӗнче октябрӗн 12 – 25-мӗшӗсенче пулать. Хальхинче унта муниципаллă районсенчен 16 волонтер кайнă. Вӗсенчен пӗри – Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн хастарӗ, волонтер Владимир Михайлович Старшов.

В.Старшов архивӗнчи  сăнӳкерчӗкӗ.«Курский рубеж» гуманитари миссийĕ

«Единая Россия» парти пуçарнă «Курский рубеж» гуманитари миссийӗ Курскăн Украина чиккинчи районӗсенче 2025 çулхи июлӗн 15-мӗшӗнчен ӗçлет. Тӗллевӗ – вăрçа пула шар курнă çынсен, социаллă учрежденисен çурчӗсене тата инфраструктурăна юсама пулăшасси. Çӗршывăн кашни регионӗнчен каякан волонтерсен смени икшер эрне. Çак вăхăтра вӗсем çуртсен тăррисене витеççӗ, çутă, ăшă пăрăхӗсене юсаççӗ тата ытти кирлӗ ӗçсем тăваççӗ. 

В.Старшов архивӗнчи  сăнӳкерчӗкӗ.

Хальхи вăхăтра «Курский рубежăн» 32-мӗш смени ӗçлет унта. Вӗсем Льгов, Рыльск, Большесолдатский районӗсенче тата Рыльск, Льгов, Курск хулисенче вырăнти халăха пулăшаççӗ. «Единая Россия» партин чрезвычайлă лару-тăруллă вырăнсенчи волонтер ӗçне йӗркелекен уполномоченнăйӗ Игорь Костюкевич сăмахӗсемпе, 32-мӗш сменăн ушкăнне йышлатнă, мӗншӗн тесен вырăнти халăха тата социаллă çуртсене хӗллене хатӗрлесе ӗлкӗрмелле.

Сăмах май, «Курский рубеж» мисси пуçланнăранпа волонтерсем кунта 192 харпăр хуçалăха юсанă, 117 картише тирпей кӗртнӗ. ВСУ персе ишнӗ 82 çурт хуçалăхне тасатнă, 2615 тонна ытла йăваннă йывăçсемпе ытти çӳп-çапа кайса тăкнă. ВСУ персе сиен кӳнӗ Курск, Рыльск, Льговри пурăнмалли 13 квартала тата 13 социаллă учрежденин (4 шкулпа ача сачӗн, административлă 2 çуртăн, 2 больницăна тата 4 Культура çурчӗн) ăшă пăрăхӗсене юсанă.

Владимир Михайлович ушкăнра пĕртен-пĕр чăваш

Гуманитари миссине пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Матак ял хастарӗ Владимир Михайлович Старшов та хутшăннине пӗлсен эпир унпа çыхăнсах тăтăмăр. Палăртса хăварам, Владимир Михайлович ылтăн алăллă специалист: тимӗрçӗ, электрик, строитель... Вăл тума пӗлмен ӗç çук. Курск халăхне пулăшма вăл хăй ирӗкӗпе кайнă. Сăмах май, волонтерсен ушкăнӗнче вăл пӗртен-пӗр чăваш.

В.Старшов архивӗнчи  сăнӳкерчӗкӗ.

«Пурнăçлайман задача çук – ӗçлетпӗр!» – терӗ вăл вырăна çитсен тепӗр кунах пирӗнпе çыхăнăва тухса. Вӗсен ушкăнӗ Большесолдатский районӗнчи ялсенче вырăнти халăха çурт тăррисене витсе пулăшать.

«Кунта çамрăксем юлман ӗнтӗ, ытларах ватăсем те ачисем ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисем пурăнаççӗ. Строительство материалӗсем пуррисем хăйсен материалӗсене параççӗ, çуккисем валли хамăр илсе каятпăр. Çав тери ла­йăх йышăнаççӗ пире кунти çынсем. Хăйсене пулăшнăшăн ытала-­ытала куççуль витӗр тав тăваççӗ, аçтăрхан мăйăрӗ пухса хураççӗ. Пӗр килте электропралуксене юсанă чух кил хуçи эпӗ ăçтан килнине ыйтрӗ. Тутарстанран тесен. «Çавăнтанах килсе пулăшатăр вӗт-ха?» – тесе савăнчӗ. Пӗрне пӳрт тăррине юсаса кăна патăмăр, вăл çав каçах ВСУ персе ишнине шăнкăравласа пӗлтерчӗ, çапларах кунта», – лару-тăрупа паллаштарчӗ ентешӗмӗр.

Волонтерсен тепӗр ушкăнӗ Большое Солдатское ялӗнчи Христос Çуралнин храмне тӳрлетме пулăшать иккен. Тăван ялӗнчи чиркӗве нумай пулăшакан Владимир Михайлович ку ӗçрен те юлман. «Храмăн пачăшки хăй чирлет, унта матушкипе аслă аппăшӗ тата чан çапакан Володя кăначчӗ», – терӗ вырăнти чиркӳри лару-тăрупа паллаштарса. Юсама пулăшнисӗр пуçне Владимир Михайлович (Матак ял чиркӗвӗн чан çапаканӗ те вăл) тепӗр сăваплă та кирлӗ ӗç тунă: кунти халăха чан çапса савăнтарнă. Вăрçă нушинчен ывăннă çынсем ял çийӗн чан савăнăçлă янранине урама тухсах итлесе тăнă иккен.

В.Старшов архивӗнчи  сăнӳкерчӗкӗ.

Тутарстан волонтерӗсен черетлӗ миссийӗ вӗçленнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Сăваплă ӗçе вӗçлесе вӗсем октябрӗн 25-мӗшӗнче килме тухаççӗ. Тав вӗсене хăрушлăхран хăрамасăр пулăшма кайнăшăн.

 

В.Старшов архивӗнчи  сăнӳкерчӗксем.

 


«#МЫВМЕСТЕ» волонтерство волонтеры

Нет комментариев