Çӗнӗ хыпарсем

Çутӑпа тӗттӗм тӗссен вăрттăнлăхне пӗлнӗ Куинджи

Вырăс музейӗн Хусанти ТР Патшлăх ӳнер музейӗнче (ТР ГМИИ) Культурăпа курав центрӗ уçнăранпа 10 çул çитнӗ тӗле «Архип Куинджи. Абсолютный свет» пысăк курав аслӑ ӗçлеме пуçланă.

 

картина архипа куиндж

Курава вырӑс пейзаж живопиçӗн историйӗнчи çутӑпа тӗттӗм тӗссемпе асамла ăсталăхпа ӗçленӗ ӳнерçӗсенчен пӗрне халалланӑ. Экспозицин пысăк пайне – 56 картина – Вырăс музейӗн коллекцийӗнчен кӳрсе килнӗ. ТР ГМИИ фондӗнче упранакан пилӗк картина тата ăстаçăн вӗренекенӗсен 23 чи лайăх ӗçӗсене суйласа илнӗ курава.

Куинджи творчествине тата XIX ӗмӗрти наукăри çӗнӗлӗхсене халалласа уçнă «Свет как эксперимент» интерактивлă мультимедиа проекчӗ пирки уйрăммăн каламалла. Вăл хими, физика, оптика наукисенчи çӗнӗлӗхсемпе усă курса художник çутăпа мӗнле ăста ӗçленине кăтартать. Проектра хальхи вăхăтри цифрăллă технологисемпе, вăл шутра нейросетьпе те, анлăн усă курнă. Видеороликсенче Архип Куинджи пейзажӗсем куç умӗнчех «чӗрӗлсе» тăраççӗ.

Экспозицири кашни картинăра ӳнерçӗ пейзаж композицине лайăхрах та лайăхрах ӳкерме çутăрах сăрăсемпе, тӗттӗмрех тӗссемпе ăнăçлăн усă курнине асăрхатпăр. Художникăн юлашки пысăк форматлă произведенийӗ «Ночное» (1905–1908) куравăн тӗп шухăшне çутатса парать. Куракан автор тӗссемпе асамçă пек виртуозла ӗçленине курса тӗлӗнет ку произведени умӗнче.

Ӳнерçӗн мастерскойӗнче опыт пухнă Аркадий Рылов, Николай Рерих, Константин Богаевский, Александр Борисов тата ытти паллă вырăс художникӗсен ӗçӗсене курма пулать. Авторсене пӗр меслет пӗрлештерет – çутçанталăка фотоаппаратпа ӳкернӗ сăнӳкерчӗк пек мар, илемлӗ искусство произведенийӗ пек кăтартаççӗ вӗсем. Вӗрентекенӗ пекех сăрă тӗсӗсен сӗмӗсемпе çутçанталăкăн кăмăлне кăтаратма пӗлеççӗ вӗренекенсем. Кун пек картинăсене каярах искусствоведсем «эмоциллӗ пейзаж» тесе ят панă.

Архипа Куинджи ӗçӗсен пысăк куравӗ 2027 çулхи мартăн 8-мӗшӗччен ӗçлет.

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.


#выставка

Нет комментариев