Хирти Кушкă мăнукне паян «Голос дети» шоура курăпăр
Çӗнӗ хыпарсем

Хирти Кушкă мăнукне паян «Голос дети» шоура курăпăр

Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, чăвашсене уйрăмах 21:45 сехетре телевизор умӗнче пуçтарăнма йыхравлатпăр. Унта Пăва районӗнчи Хирти Кушкă мăнукӗ Кирилл Константинов хутшăнать.

«Голос дети» шоуна нумай ача хутшăнма ӗмӗтленет. Анчах унта лекес тесен нумай ӗçлемелле, вӗренмелле. Пин-пин ача хушшинче кастингра палăрма юрлас пултарулăхпа пӗрле сцена ăсталăхӗ те кирлӗ.

Паллă телешоун 13-мӗш сезонӗ пырать ку вăхăтра. Полина Гагарина, Ваня Дмитриенко, Аида Гарифуллинапа Алексей  Воробьев командисем майпен пуçтарăнса пыраççӗ.

Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, чăвашсене уйрăмах 21:45 сехетре телевизор умӗнче пуçтарăнма йыхравлатпăр. Унта Пăва районӗнчи Хирти Кушкă мăнукӗ Кирилл Константинов хутшăнать. «Ку пулăм хыçӗнче çав тери пысăк хатӗрленӳ, тăрăшу тăрать. Паллах, хумханусăр мар», – тесе çырнă МАХри каналӗнче унăн тăванӗ. Кирила çак утăма тума музыкăна вăйлă юратни тата çывăх çыннисемпе тăванӗсен тӗревӗ хистенӗ.

Кирила, чăваш ачине, ăнăçу сунатпăр!


Известные чуваши

Нет комментариев