Валерия Морозкина кинофестивале «Пурăн, çăлкуç» фильмпа хутшăнать
Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăмӗ ялӗнче пурăнакан пӗртен-пӗр шкул ачи Валерия Морозкина «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» проекта «Пурăн, çăлкуç» документлă фильмпа хутшăнать. Çапла майпа тăван тăрăхӗн интереслӗ историйӗпе паллаштарас шутлă вăл. Сăмах май, Валерия пирӗн проекта чи малтан заявка янисенчен пӗри.