Çӗпрел районӗнчи Турхан Упи ялӗнче пурăнакан Дементий Иванович Цыфаркин октябрӗн 21-мӗшӗнче 95 çулхи юбилейне паллă турӗ. Ӗмӗрне Чапаев ячӗллӗ хуçалăхра тӳрӗ кăмăлпа ӗçлесе ирттернӗ ӗç ветеранӗ вăл, Хисеплӗ колхозник. Упи тăрăхӗнчи Акатуйра çӗр тӗнӗлне çапмашкăн район чăвашӗсем шăпах ăна шанаççӗ.
Дементий Иванович Цыфаркин çемьере тăватă ачаран пӗри. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул 10 тултарнă. Çав тери ир çитӗнме тивнӗ ун чух ачасен. Вăл та урамра чупса çӳрес вырăнне кӳршӗллӗ Чăваш Ене вăрман касма çӳренӗ, хир ӗçӗнчен те юлман. Шкулта 4 класран малалла вӗренме май пулман. Дементий Иванович, ялтилле каласан Демук тете, ӗмӗр тăршшӗпех хуçалăхра трактористра, выльăх пăхаканӗнче ӗçленӗ. Тăрăшуллăхне кура «Хисеплӗ колхозник» ята тивӗçнӗ вăл. Канăçа пӗлменсер, килте утар та тытнă.
Дементий Ивановичпа Раиса Михайловна паянхи кунччен 66 çул (!) пӗрле килӗштерсе пурăнаççӗ. 1960 çулта пӗрлешсе çемье çавăрнăскерсем пилӗк хӗрпе пӗр ывăл çуратса ӳстернӗ, пурнăç çулне кăларнă. Шел, ывăлӗпе хӗрӗн, Николайпа Еленăн, пурнăçӗ вăхăтсăр татăлчӗ. Ӗç ветеранӗсем хальхи вăхăтра ялта пурăнаççӗ, вӗсене Ульяновск тăрăхӗнче пурăнакан хӗрӗсем пӗр-принпе ылмашăнса эрнешер килсе пурăнаççӗ. Пăхса савăнмалăх 9 мăнукӗпе 12 кӗçӗн мăнукӗ пур. Пӗр мăнукӗ, хальхи вăхăтра Ленинград облаçӗнче пурăнакан Максим Мурзалимов – ятарлă çар операцийӗн паттăрӗ.
Дементий Иванович «Сувар» хаçатăн яланхи вулаканӗ. Хаçата тухма тытăннăранпах çырăнса илет ку çемье. Çавăнпа хисеплӗ вулаканăмăра эпир те сумлă юбилейпе чунтан саламласа иксӗлми вăй-хал, канлӗ ватлăх сунатпăр. Çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса тата нумай çул пурăнмалла пултăрччӗ-ха Турхан Упин хисеплӗ шурсухалӗн. (Сăнӳкерчӗк Çӗпрел район сайтӗнчен).
Нет комментариев