«Чувашия онлайн» порталта Чăваш Республикинче 2027 çулăн тематикине суйлассипе сасăлав пырать.

Кӳршӗлле регионта çитес çула мӗнле темăна халаллӗç – республикăра пурăнакансенчен килет. Октябрӗн 26-мӗшӗччен Чăваш Енре пурăнакансене пилӗк тематикăран пӗриншӗн сасăлама сӗнеççӗ: Наукăпа технологисен çулталăкӗ, Цифрăлла малашлăхăн çулталăкӗ, Çемье йăли-йӗркисемпе вӗсене вӗрентекенсен çулталăкӗ, Амăшӗпе ачин сывлăхӗн çулталăкӗ тата Тараватлăхпа туризм çулталăкӗ.
Тематикăсене палăртмалли сӗнӳсене те халăхранах пуçтарнă, вӗсене тишкерсе 5 сулăм палăртнă. Вӗсенчен кашниех питӗ пӗлтерӗшлӗ тата региона аталантарма пулăшать.
«Эпир сирӗнпе пысăк тӗллевсене пурнăçланă чух пӗрле пулма, палăртнине пурнăçлама пултарнине пӗрре мар çирӗплетнӗ. Ку суйлава та пӗрлех тăвар, тăван Чăваш Ене хăватлăн аталанма çул уçар», – тесе сасăлама хавхалантарнă ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев Чăваш Енре пурăнакансене.
Сăнӳкерчӗк ЧР Правительствин Максри каналӗнчен.
Нет комментариев