Омскра иртнӗ фольклор ансамблĕсен XXX Пĕтĕм Раççейри «Традиции» фестиваль-конкурсăн гала-концертӗнче чăваш артисчӗсене çитекенсем пулман. Проектăн чи пысăк наградине – Гран-прине жюри Шупашкарти «Трактор тăвакансен культура керменĕн» Республика халăх пултарулăхĕн центрĕн «Парне» фольклор ансамбльне пама йышăннă.
«Через традиции к единству» девизпа иртнĕ юбилейлĕ фестивале вунă ытла регионран – Архангельскран пуçласа Бурятие çити – чи вăйлă фольклор коллективĕсем пуçтарăннă.
Светлана Тяхмусова ертсе пыракан ансамбль конкурсра туй йăли-йӗркин фрагментне кăтартнă. Туй юррисемпе, хăйне евӗрлӗ хореографипе тата авалхи костюмсемпе жюрие тыткăнланă вӗсем. Чăваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхне туллин курма пултарнă залра пухӑннисем. Каласа хăвармалла, фестиваль йĕрки тăрăх конкурсантсен чĕрĕ сасăпа кăна юрлама пулнă — фонограммăсем çукки фестивальĕн тĕп правили пулнă.
Сăнӳкерчӗксем culture.cap.ru сайтран.
Нет комментариев