Çар çыннисемпе вӗсен çемйисем валли хӗрӳ лини пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Çар çыннисемпе вӗсен çемйисем валли хӗрӳ лини пулать

Октябрӗн 23-мӗшӗнче, республикӑра пурăнакан çар çыннисен прависене хӳтӗлессине тата вӗсене пулӑшассине халалланӑ «Женское внимание» хӗрӳ лини иртет.

Фото: пресс-служба Госсовета РТ.Ыйтусем çине Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем – «Мәрхәмәт – Милосердие» депутатсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, Тутарстан Республикинчи çын правипе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская, çавӑн пекех профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем хуравлӗç.

Çар çыннисен тата вӗсен çемйисен прависемпе,  социаллӑ тата право пулӑшӑвӗ парасссипе, тӳлевсемпе çӑмӑллӑхсем илессипе, медицина тивӗçтерӗвӗпе реабилитаци ыйтӑвӗсемпе çыхӑннă ыйтусене  татса пама пулăшӗç хӗрӳ линие хутшăнакансем.

Хӗрӳ лини телефонӗсем: 8(843)236-00-71, +7(965)593-86-64 (МАКС мессенджер урлă).

Шӑнкӑравсемпе хыпарсене 10:00 сехетрен пуçласа 14:00 сехетчен йышӑнаççӗ.

Сăнӳкерчӗксем gossov.tatarstan.ru сайтран. 


горячая линия Мәрхәмәт-Милосердие участники СВО

Нет комментариев