Тутарстанра çапăçу ветеранĕсем, ятарлă çар операцине (СВО) хутшăнакансем тата вĕсен çемйисене парăнакан налог льготисен списокне анлăлатнă. Улшăнусем транспорт тата çĕр налогĕсене пырса тивнĕ. Кун пирки Раççей Федераллă налог службин Тутарстанри управленийӗн налогсен пайӗн пуçлăхӗ Валентина Бубнова пĕлтернĕ.
№425-ФЗ Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, çапăçу ветеранĕсем, СВО хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем суйласа илнĕ пĕр транспорт хатĕрĕшĕн транспорт налогне тӳлемеççĕ. Çак льготăсем 2022–2025 çулсенчи налогсене пырса тивеççӗ. Анчах вăл хаклă автомобильсене, яхтăсемпе (моторлă кимӗсемсӗр пуçне) самолетсене пырса тивмест.
2026 çулхи январӗн 1-мĕшĕнчен Совет Союзĕн Геройĕсене, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене тата Виçĕ степеньлĕ Мухтав орденĕпе чысланă граждансене те çавăн пек транспорт налогĕнчен хăтараççĕ.
Валентина Бубнова ăнлантарнă тăрăх, налог льготипе СВО хутшăнакансен çемйисем те усă курма пултараççӗ. Вӗсен шутне мăшăрӗсем, çул çитмен ачисем, 18 çула çитиччен инвалид тесе йышăннă ӳссе çитӗннӗ ачисем, çавăн пекех куçăн майпа вĕренекен 23 çулчченхи ачисем кĕреççĕ. Льгота ятарлă çар операцине хутшăнакана чăннипе вырăнта пулнă вăхăта пăхмасăр, памалла. Сăмахран çын çулталăк варринче е вӗçӗнче СВО-на кайнă пулсан, льгота çак çул тăрăшшӗпех сарăлать.
Улшăнусем çĕр налогне те пырса тивнĕ. СВО хутшăнакансемпе вĕсен çемйисем валли çăмăллăх кӗртнӗ. 600 тăваткал метр таран лаптăк суйласан вӗсем çӗр налогне тӳлемеççӗ. Ку çăмăллăх 2022 çултанпа ӗçлет. Урăхла каласан, участок ултă соткăран ытла мар пулсан, уншăн налог тӳлемелле мар. Участок пысăкрах пулсан налога пурпӗрех тӳлемелле, анчах 600 тăваткал метртан иртекен пайшăн çеç.
Нет комментариев