Çӗнӗ хыпарсем

Çамрӑк вокалистсем паллӑ артистсемпе пӗрле пӗр сцена çине тухӗç

Октябрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти Галиаскар Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи театрӗн сцени çинче «Голоса Победы. Регионы» фестиваль-конкурс иртет. Ӑна Тутарстан Республикин Культура министерстви ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе йӗркелет.

«Голосами Победы» музыкӑпа патриотизм телепроекчӗ  Раççейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче Тутарстанра пӗрремӗш хут иртет. Унта хутшăнма Тутарстан Республикинче пурӑнакан 5 çултан пуçласа 17 çулчченхи артистсене суйласа илнӗ. Вӗсен хушшинче – ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансен, çар çыннисен, çапӑçу ветеранӗсен, Раççей Геройӗсен тата волонтерсен ачисем.

Мероприяти вăхăтӗнче çамрӑк вокалистсем паллӑ артистсемпе пӗрле пӗр сцена çине тухӗç. Чӗннӗ çӑлтӑрсен шутӗнче – Раççейӗн тава тивӗçлӗ артистки Варвара, Елизавета Долженкова, Яна Вайновская тата ыттисем. Проектӑн тӗп режиссерӗ — Кремльти патшалӑх керменӗн режиссерӗ Илья Глазунов.

Чи лайӑххисем Мускавра федераллă канал эфирӗнче иртекен   «Голосами Победы»  V юбилейлӑ гала-концертра  хутшăнаççӗ.


Минкульт рт голосами победы

Нет комментариев