Çак кунсенче Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн представителӗсем ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах салтаксене пулăшакан волонтерсем патне çитсе килни пирки пӗлтерет Туслăх Çурчӗн пресс-служби.

Тӗлпулу С.Галеев ячӗллӗ Культура çуртӗнче иртнӗ. Волонтерсен команди кунта пысăк мар, анчах та вӗсен ӗçӗ питӗ курăмлă. Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗ Зоя Михайловна Бултыкова хăйӗн юлташӗсемпе С.Галеев ячӗллӗ Культура çуртне кашни кун çӳрет. Вӗсем маскировка сеткисем çыхаççӗ, салтаксем валли эмел, техника тата ытти кирлӗ япаласем туянма укçа пуçтараççӗ, пахча çимӗçрен салатсем тăваççӗ, варени вӗретеççӗ, курăк чейӗ хатӗрлеççӗ. Ку пӗрре ирттерекен акци кăна мар, тивӗçлӗ канури маттур хӗрарăмсем кунсерен тăрăшса ӗçлеççӗ.
Халăхсен Туслăх Çуртӗнче ӗçлекенсем те пӗрлехи ырă ӗçе хутшăнса хăйсен тӳпине кӗртме яланах хатӗр. Республикăри наципе культура пӗрлӗхӗсем салтаксене пулăшас гуманитари акцийӗсене хастар хутшăнаççӗ, çар çыннисен çемйисене пулăшас, тӗрев парас енӗпе те питӗ нумай ӗç тăваççӗ.

Саид Галеев ячӗллӗ Культура çуртӗнче ӗçлекен волонтерсене кăна илер: тӗрлӗ халăх çынни хутшăнать çак пархатарлă ӗçе, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурнăçлаççӗ кашни тивӗçе. Халăхсен хушшинчи туслăх малти линире Тăван çӗршыва хӳтӗлекен салтаксене пулăшма тӗрлӗ ӳсӗмри тӗрлӗ наци çыннисене пӗрлештерет.
Туслăх Çурчӗн представителӗсем активистсене салтаксене пулăшма укçа панă, вӗсен кулленхи ӗçӗпе паллашнă. Зоя Михайловна Бултыкован ырми-канми ӗçӗ ытти çынсене те салтаксене пулăшма хавхалантарать.
Сăнӳкерчӗксем Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн сайтӗнчен.
Нет комментариев