Çӗнӗ хыпарсем

Хăйсем çинчен ыттисене пӗлтерме, шухăшӗсене пурнăçа кӗртме!

Идейӑран миллиона çити: «Движение первых» юхăмăн пуçламăш уйрăмӗсен конкурсӗн IV сезонне 2026 çулхи ноябрӗн 11-мӗшӗччен заявкăсем йышăнаççӗ

 

минкульт конкурс движение ипервых

Проект вӗренӳ çулӗ вӗçленичченех пырать. Вăл ачасене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пуçарусем йӗркелеме, йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене çирӗплетме тата регионсенче воспитани парассине аталантарма пулăшать. Конкурс тӗллевӗ пуçламӑш уйрăмсенче ачасен хӑйсен проекчӗсене пурнăçлама, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗçсене хутшăнма хавхалантарасси пулса тăрать.

«Движение первых» юхӑмӗн пуçламӑш уйрӑмӗсен Конкурсӗн çӗнӗ сезонне çӗршыври пур региона та хастар хутшăнма чӗннеççӗ. Çамрӑксен пуçарӑвӗсене пурнăçлама пур енлӗн пулӑшасси пирки сăмах пырать кунта. Иртнӗ виçӗ тапхăрта  конкурса çӗршывӗпе 380 пин ытла çамрăк хутшăннă. Çӗнӗ сезонта йӗркелӳçӗсем виçӗ номинацире 2 пин ытла çӗнтерӳçе миллион тенкӗ таран укçан преми пама йышăннă.  Ку укçана ачасем çамрӑксен площадкисене йӗркелеме, хăйсен проекчӗсене аталантарма ярӗç.

Пуçламӑш уйрӑмсен конкурсне хутшӑнма ятарлӑ пӗлӳ те, хушма ресурссем те кирлӗ мар. Чи пӗлтерӗшли – конкурса хутшăнакан хӑй çинчен пӗлтерет çеç мар, шухӑшӗсене пурнӑçа кӗртме пулӑшу илме май пурри», – палӑртнă Раççей Геройӗ, Президентӑн «Время Героев» кадрсен программипе вӗреннӗ, «Движение первых» Правлени Председателӗ Артур Орлов.

Çӗнӗ сезона хутшӑнакансем виçӗ номинацирен  пӗрне суйласа илме пултараççӗ:

«Лига открытий», ача-пӑча центрӗсенчи, культура, спорт тата хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи пуçламӑш уйрӑмсем валли;

«Лига возможностей», шкулсем, СПО тата аслӑ шкулсем валли;

«Первая Лига», иртнӗ сезон çӗнтерӳçисемпе опытлӑ командӑсем валли.

Заявкӑсене командӑсен кураторӗсем первичка.будьвдвижени.рф сайтра хăвараççӗ. «Движение первых» юхӑмӗн пуçламӑш уйрӑмне заявка париччен уçмалла.

Командăсем валли, «Первичка в деле!» творчество номинацийӗ пуласса та пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем. Унта пур команда та хутшăнма пултарать: хăйсен пуçламăш уйрăмӗн социаллă пӗлтерӗшлӗ ӗçӗсем çинчен калакан вертикальлӗ видеоролик ӳкерсе VK Клипсенче творчество номинацин «Тренды» разделӗнче лартмалла.

Căнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.


#Движение первых

Нет комментариев