2026-2027 вӗренӳ çулӗнче чӗрӗксерен вӗренекен шкул ачисем кӗркуннехи каникулӗ октябрӗн 29-мӗшӗнче пуçланать те ноябрӗн 8-мӗшӗччен пырать. Уяв кунӗсене шута илсен, вӗсем пурӗ 11 кун канаççӗ. Кун пирки Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Ведомство сӗннӗ пӗрлехи графика шкул ачисене йӗркеллӗн канма условисем туса парас, вӗсен пурнăçӗпе сывлăхӗн хăрушсăрлăхне сыхлас, çавăн пекех каникул вăхăтӗнче мероприятисен пӗрлехи планне пурнăçа кӗртес тӗллевпе хатӗрленӗ.
Хӗллехи каникул декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 10-мӗшӗччен иртет. Пӗрремӗш класра вӗренекенсемшӗн февралӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа 21-мӗшӗччен (9 кун) хушма каникул палăртнă. Çурхи каникул мартăн 27-мӗшӗнчен апрелӗн 4-мӗшӗччен тăсăлать, ачасем 9 кун канаççӗ.
Çуллахи каникула кашни шкулăн вӗренӳ графикӗпе килӗшӳллӗн палăртаççӗ, анчах вăл 8 эрнерен кая пулмалла мар. Вӗренӳ çулӗ майăн 26-мӗшӗнче вӗçленет. 9-мӗш тата 11-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн вӗренӳ çулӗ вӗçленесси Раççей Федерацийӗн Çутӗç министерствипе Рособрнадзор çирӗплетекен патшалăх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗн расписанийӗпе палăртаççӗ.
Нет комментариев