Çӗпрелӗнче ачасем валли çӗнӗ культурăпа çутӗç центрӗ уçăлнă
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрелӗнче ачасем валли çӗнӗ культурăпа çутӗç центрӗ уçăлнă

Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрелӗнче ача-пăча культурăпа çутӗç центрӗ ӗçлеме пуçланă. Ăна çӗнетме 5,2 миллион тенкӗ ытла субсиди уйăрнă.

Фото:  Стародрожжановская детская библиотека«Çемье» наци проекчӗн «Семейные ценности и инфраструктура культуры» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн центра йӗркелеме 5 205 487,5 тенкӗ уйăрнă, çав шутран 3 800 000 тенкине федераци бюджетӗнчен, 1 405 487,5 тенкине – Тутарстан Республикин бюджетӗнчен. Районти ача-пăча библиотекин пӳлӗмӗсенче çак укçапа юсав тунă. Унсăр пуçне çӗнӗ оборудовани, сӗтел-пукан тата техника хатӗрӗсем туяннă, кӗнеке фондне пуянлатнă, программăсене çӗнетнӗ. Çавăн пекех персонала професси енӗпе  çӗнӗрен хатӗрленӗ, квалификацине ӳстернӗ.

Пилӗк функционаллă уçлăх тата оборудовани

Çӗнӗ уçлăх концепцийӗ виçӗ ене пайланă: «иртни», «хальхи» тата «пуласлăх». Вӗсене интерактивлă зонăсемпе тематика мероприятийӗсем урлă пурнăçлаççӗ. Центр –  пилӗк функционаллă уçлăхран тăрать:

  • «Вылятпăр»  (0+) — пӗчӗккисемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем валли хăрушлăхсăрлă вăйă зони.
  • «Аталанатпăр» — ачасем, ашшӗ-амăшӗсем тата вӗрентекенсем валли  интерактивлă уçлăх.
  • «Йӗркелетпӗр» — пултарулăх занятийӗсем валли мастер-классен зони.
  • «Шухăшлатпăр» — вуламалли, уроксем хатӗрлемелли тата цифра проекчӗсемпе ӗçлемелли коворкинг.
  • «Уявлатпăр» — шавлă уявсемпе массăллă мероприятисем ирттермелли вырăн.

Центр валли хальхи интерактивлă оборудовани туяннă. Сăмахран, «Тутарстан» регион компоненчӗпе усă курса библиотекарьсем ачасене тăван ен символикипе, паллă вырăнсемпе, наци тумӗсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе, çавăн пекех республикăри ӳсен-тăранпа чӗр чун тӗнчипе паллаштарӗç. «Все включено» ятлă пултарулăх мастерскойӗнче хăйăрпа акварельпе ӳкерессипе занятисем, театр постановкисем, çавăн пекех логопедипе психологи занятийӗсем ирттерӗç. Моторика аталанăвӗ валли тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли интерактивлă бизиборд туяннă.

Фото:  Стародрожжановская детская библиотека

Туяннă япаласенчен пӗри – «ПОГУМАКС Дизайнер» стандартлă комплект. Унта ятарлă программăсем, проектор тата креплени кӗреççӗ. Оборудованипе центрăн пур зонинче те усă курма май пур: интерактивлă цифра декорацийӗсем тума, иммерсивлă занятисем ирттерме, релакс-атмосфера, çавăн пекех мастер-класссем ирттернӗ чухне фон тума. Интерактивлă глобус вӗренӗве терлӗ енчен илӗртӳллӗ тума пулăшӗ.

 

Çӗнӗ технологисем кӗнекесене улăштармаççӗ, вӗсене лайăхрах ăнланма пулăшаççӗ

Библиотекарьсем палăртнă тăрăх,  çӗнӗ технологисем учрежденин ӗçне  анлăлатаççӗ. Халӗ вăл кӗнеке чӗрӗ, пӗлӳ интереслӗ те туйăмлă пулса тăракан вырăн. Ҫӗнӗ технологисем кӗнекесене улӑштармаҫҫӗ, ҫынсене вӗсене лайӑхрах ӑнланма, юратма пулӑшаҫҫӗ.

Центрăн проекчӗпе дизайн-концепцине директорăн ачасемпе ӗçлессипе çумӗ Наталия Ивановна Михайлова хатӗрленӗ. Çӗнӗ уçлăхăн хăйне евӗрлӗхӗ – ачасемпе вӗсен çемйисем валли çутӗç, культура тата кану функцийӗсене пӗрлештерекен пӗрлехи, нумай функциллӗ хутлăх туса хурассинче. Ку вырăна ачасем лăпкăн аппаланма, выляма, хăйсене пӗтӗмпех хăрушсăрлăхра туйма пултарччăр тесе тунă.

Фото:  Стародрожжановская детская библиотека

Культура аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн тата проекта ăнăçлă пурнăçланăшăн Тутарстан Республикин культура министрӗн Тав хучӗпе директорăн ачасемпе ӗçлессипе çумне  Наталия Ивановна Михайловăна чысланă. Наталья Ивановнăна, çавăн пекех Ача-пăча библиотекин библиотекарьне Светлана Пурловăна тата комплектлакан пайăн ертсе пыракан библиотекарьне Надежда Мартыновăна Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров  тав тунă.


#детскийкультурнопросветительскийцентр

Нет комментариев