Октябрӗн 30-мӗшӗнче Хусанта çамрăксен «Аталан» юхăмӗн 10 çулхи юбилейне халалланă концерт иртет. Уяв каçӗ Тутарстанри Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче пулать. Хăнасене 17.00 сехет тӗлне кӗтеççӗ, концерт 18.00 сехетре пуçланать.
Уявăн программинче вунă çул хушшинче тунă ӗçсем çинчен каласа паракан курав, çавăн пекех чăваш çамрăкӗсем çинчен видео. Тӗп самантсенчен пӗри – «Аталан» юхăмăн 10 çулӗ» отчетлă презентацийӗ.
Куракансем валли паллă артистсемпе пултарулăх коллективӗсем хутшăннипе концерт иртет. «Ӗмӗт» этно-ушкăн, Элтияр, Алсу Магданова, Екатерина Лашманова, çавăн пекех Софийăпа Стефания Чаркинасем хăйсен юррисене парнелӗç. Сцена çине Тутарстанăн чăваш пики Анна Иванова та тухӗ. Унсăр пуçне концерта Ульяновскри «Румяна» фолк-ушкăн хутшăнасси паллă. Илем тата талант конкурсӗсен çӗнтерӳçисем уява килекенсене наци тумӗпе паллаштарӗç.
Нет комментариев