Октябрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта XI «Пирӗн пӗр пек пулмасан та юрать» Халăхсен хушшинчи Театр фестиваль-форумӗ уҫӑлнă.
Уйрăм куракан фестивалĕ
2013 ҫулта Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ҫумӗнче инклюзивлă куракан валли йĕркеленĕ фестиваль 11 çулта халăхсен хушшинчи анлӑ фестиваль-форума çаврăннă.
Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский фестиваль-форума хутшӑнакансене саламланӑ.
Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева фестивале хутшӑнакансене искусствӑра ҫӗнӗ формӑсем шырас енӗпе пысӑк ӗҫсем тунӑшӑн тав тунӑ.
Кӑҫал фестиваль программине инклюзивлӑ культурӑн эксперчӗсен сӑмахӗсемпе мастер-классем вӑйлатрӗҫ. Вĕсенчен пĕри - ТР культурăн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, "Мастер" категориллӗ тифлокомментатор, инклюзивлӑ проектсем йӗркелекенӗ, Тутарстанра тифлокомментирование социаллӑ пулӑшу шутне кĕртессипе ӗҫлекен автор, тутарла "калаçакан" тӗнчери пӗртен-пӗр тифлокомментатор Гелюся Тафкиловна Закирова (Хусан хули) пулчĕ.
Фестиваль-форум географийĕ çулран-çул анлăрах
Чӑваш Республикинчи РФ Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикин халӑх артистки Людмила Яковлева ҫак фестиваль-форума хутшӑнни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палӑртнă.
Хӑнасене Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн директорӗ, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова ӑшӑ сӑмахсем каланă:
"Сирӗнтен нумайӑшӗ пирӗн пата вунпӗрмӗш хут килнӗ, эпир сирĕнпе тĕл пулма ялан хавас. Кăçал пӗрремӗш хут хутшӑннӑ ҫӗнӗ тусӑмӑрсене - Ивановăри, Саратоври тата инҫетри Ташкентри (Узбекистан) ĕçтешсем - чӗререн саламлатăп. Форум географийӗ сарӑлсах пырать: ыран пирӗн пата Китай хутшӑнӗ, фестиваль программине Серби те хутшăнать. Вунпĕр çул каяллахи пекех пирӗнпе юнашар ырӑ кӳршӗсем — Тутарстан, Марий Эл, Мордва Республикисем тата Ульяновск облаҫӗ».
Инклюзивлӑ коллективсен пултарулӑх номерӗсем церемонин кульминацийӗ пулчӗҫ. "Непохожие" театр (Иваново хули) "Кухньӑри шӑв — шав" спектакльти шӳтлĕ сыпăка кăтартнă. Каҫа "Зеркало души" Алӑ хусканăвĕн юррин студийӗ "Пурӑнмалла" композиципе вӗҫленӗ.
Нет комментариев