ĂÇТА ИРТӖ ТЕПӖР ÇУЛ УЯВ? АКСУРА, ÇАРĂМСАНРА Е ÇӖНӖ ШУÇĂМРА?
Тӗп хыпар

ĂÇТА ИРТӖ ТЕПӖР ÇУЛ УЯВ? АКСУРА, ÇАРĂМСАНРА Е ÇӖНӖ ШУÇĂМРА?

ЧНКА Канашӗн анлă ларăвӗн кун йӗркинчи тӗп ыйту пулчӗ вăл. Виçӗ районăн культура уйрăмӗсен пуçлăхӗсем хăтлав ирттерсех çак ирӗке çӗнсе илес тесе тупăшрӗç иртнӗ шăматкун Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ ларура. Кун пирки йӗркипе.

ЧНКА Канашӗн анлă ларăвӗн кун йӗркинчи тӗп ыйту пулчӗ вăл. Виçӗ районăн культура уйрăмӗсен пуçлăхӗсем хăтлав ирттерсех çак ирӗке çӗнсе илес тесе тупăшрӗç иртнӗ шăматкун Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ ларура. Кун пирки йӗркипе.

ЧНКА Канашӗн анлă пухăвӗ

ЧНКА Канашӗн ларăвне ку хутӗнче муниципаллă районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсемсӗр пуçне, çавсен шутӗнче – Владимир Ильин (Пăва), Петр Плотников (Чистай), Генадий Федоров (Алексеевски), Лидия Квакова (Çарăмсан), Инна Лисина (Элмет), Роза Чентаева (Аксу), Олег Морозов (Пӗкӗлмери ЧНКЦ представителӗ), Инна Чугунова (Çӳлту), Любовь Антонова (Апас), Аксу район пуçлăхӗн социаллă ыйтусен енӗпе çумӗ Алексей Тимирясов тата Культура çурчӗн директорӗ Ольга Копанева, Çарăмсан районӗнчи культура уйрăмӗн ертӳçи Наталья Иляева, Çӗнӗ Шуçăм районӗн культура уйрăмӗн ертӳçи Олег Кузнецов хутшăнчӗç.

Ларăвăн хисеплӗ хăнисен шутӗнче «Звениговский» ял хуçалăх производство кооперативӗн председателӗ, ЧНКА Канашӗн хисеплӗ пайташӗ Иван Иванович Казанков пулчӗ. Лару ӗçне Автономи Канаш председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев йӗркелесе ертсе пычӗ, кӗскен кăçалхи 9 уйăхра пурнăçланă ӗçсемпе паллаштарчӗ. Вӗсем вара сахал мар: республика, районсен хушшинчи шайри мероприятисем, фестивальсем, спорт ăмăртăвӗсем, СВОна пулăшассипе акцисем тата ытти те.

«Аталанăн» 30 çулӗ тата «Пӗчӗк шăпчăк» конкурс

«Чăваш культурипе йăлисене упраса хăварассипе нумай ӗç пурнăçланать. Анчах çитменлӗхсем те пур. Чăваш чӗлхине вӗрентесси çулран çул кăткăсланса пырать. Ачасем вырăсланса пыраççӗ. Вӗрентӳ енӗпе çине тăрса ӗçлемелле пирӗн, ача сачӗсенчен пуçласа», – терӗ Константин Анатольевич.

ЧНКА Канашӗн анлă пухăвӗ

Чӗлхе проблемине татса парас тӗллевпе ача садӗнче тата кӗçӗн классенче вӗренекенсем хушшинче республика конкурсне пуçарнине пӗлтерчӗ. Конкурс ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе тата упрассипе комисси пулăшнипе октябрь –  декабрь уйăхӗсенче «Пӗчӗк шăпчăк» конкурс вокал, сцена ăсталăхӗ, илемлӗ вуласси номинацисемпе конкурс иртет.

Унта активлă хутшăнма сӗнсе ЧНКЦ председателӗсене районсенчи чăваш шкулӗсемпе ача сачӗсене пӗлтерме ыйтрӗ Константин Малышев. Пӗлтерӗшлӗ мероприятисен шутӗнче – чăваш çамрăкӗсен «Аталан» юхăмӗ 30 çул тултарни. Юбилейлă форум Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗнче иртмелле.

Тепӗр ыйту Чăваш Наци конгресӗн ларăвӗпе çыхăнчӗ. Вăл ноябрь уйăхӗнче Шупашкарта пулать. Делегатсен шутне пӗр саслăн «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне, ЧНКА Канаш председателӗн вӗрентӳ енӗпе çумне Ирина Трифонована, Пăвари ЧНКЦ председательне Владимир Ильина, Элметри ЧНКЦ пайташне, ТР тава тивӗçлӗ учительне Владимир Кожукова суйларӗç.

Шанăç пурин те пӗр пек

Майпен тӗп ыйту патне çитрӗç. Хăтлава Наталья Иляева пуçларӗ. Унăн козырьсем алăра – Уяв епле иртнине манса кайман-ха никам та. Аса илтеретпӗр, кăçалхи республика Уявӗ шăпах Çарăмсанра питӗ те çӳллӗ шайра иртрӗ. Наталья Васильевна ларăва хутшăннисене кăçалхи Уявăн видеовизиткипе паллаштарса çитес çул та çак анлă мероприятие йышăнма хатӗррине çирӗплетрӗ.

ЧНКА Канашӗн анлă пухăвӗ

«Пирӗн пата Тутарстанри чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен килнисӗр пуçне Самара, Ульяновск облаçӗсенчен, Чăваш Енрен, Пушкăртстанран килчӗç. Уява ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ЧР культура, нацисен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова тата ытти пысăк хăнасем килни çӳллӗ шая çӗклерӗ. Вӗсем питӗ те пысăк хак пачӗç пирӗн пӗрлехи ӗçе. Эпир çитес çул та Уява йышăнма хатӗр», – терӗ çирӗппӗн Наталья Иляева.  

Олег Кузнецов Çӗнӗ Шуçăм районӗ географи енчен ăнăçлă вырнаçнипе килекенсемшӗн меллӗ пулассинчен пуçларӗ. Район республикăн кăнтăр хӗвелтухăç енче вырнаçнă. «Пирӗн район Анат Кама, Элмет, Çарăмсан, Чистай, Аксу районӗсемпе чикӗленет. Район йӗри-тавра чăвашсем йышлă пурăнакан тăрăхсем. Автомобиль çулӗсем лайăх аталаннă, çав шутра Хусан – Оренбург трасса иртни те çитме меллӗ», – терӗ Олег Витальевич. Кӗскен районти пӗртен-пӗр чăваш ялӗн – Чăваш Шупашкарӗн историне асăнса хăварчӗ. Чăвашсем ку тăрăха Чăваш Енрен куçса килнӗ.

ЧНКА Канашӗн анлă пухăвӗ

«Чи хакли – пирӗн районта чăваш культурине упраса хăварнипе кăна çырлахмаççӗ, вăл туллин аталанса пырать, чӗлхе те, культура та кулленхи кунсен никӗсӗ пулса тăрать», – терӗ культура уйрăмӗн ертӳçи.

Çӗнӗ Шуçăм районӗн республика Уявне ирттерме пысăк кăмăлсăр пуçне вăй-хал та, ресурссем те, район ертӳлӗхӗн пулăшăвӗпе тӗревӗ те пуррине çирӗплетрӗ Олег Кузнецов.

Аксусем хăтлава тӗплӗн хатӗрленсе килнӗ. Ольга Копанева чăваш культурине упраса хăварас ӗçре çамрăксене активлă явăçтарнинчен пуçларӗ. «Уяв вăл – календрьти праçник кăна мар, вăл ăрусен чӗрӗ çыхăнăвӗ. Эпир чăваш культурин йăлисен пӗлтерӗш тарăнăшне лайăх ăнланатпăр. Пирӗн фольклор потенциалӗ пысăк, эпир йăласемпе юрăсен уникаллă еткерçисем, пирӗн чăвашсем çав тери пултаруллă, ӗçчен. Çулталăк тăршшӗпе чăваш культурине аталантарассипе системăллă ӗçлесе пыратпăр. Ача-пăча фольклор фестивалӗсем ирттеретпӗр, 35-е яхăн ушкăн пирӗн. Çак шутран виççӗмӗш пайӗ чăваш ачисен коллективӗсем, – паллаштарчӗ Ольга Владимировна.

ЧНКА Канашӗн анлă пухăвӗ

– Пилӗк çул пирӗн патра Уяв иртмен. Çак çулсен хушшинче чылай пысăк улшăнусем пулчӗç – районăн инфраструктури аталанса пырать. Хамăрăн тараватлă Аксу çӗрӗнче эпир Тутарстанран кăна мар, ытти регионсенчен те хăнасене кӗтсе илме хатӗр», – хавхаланса калаçрӗ Ольга Копанева.

Ларурисене Уяв атмосферине илсе кӗрес тӗллевпе хăтлава аксусем çак тăрăхран тухнă «Вăрман айӗнче, Саврăшпуçӗнче» юрăпа вӗçлерӗç. Ăна ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Эдуард Ильинпа Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи клуб заведующийӗ Вера Уканеева шăрантарчӗç.

Ӗçлӗ сӗнӳсем тӗрлӗрен

Иван Казанков çитес 2027 çулта та Раççей шайӗнчи Уява хăйсем çине илсе Элкелӗнчи Сиктӗрмере ирттерессине каларӗ.

«Анчах пӗчӗк чăваш ялӗсене те манар мар. Ача чухне, 1957 çулта Хусанта иртнӗ конкурсра Çӗпрел районӗ 1-мӗш вырăн илнӗччӗ. Сиктӗрмесем – 2-мӗш. Ялсем питӗ савăннине астăватăп. Халӗ  ялсем пӗчӗкленсе те пӗчӗкленсе пыраççӗ. Ман шутпа çитес пилӗк çула Уяв ăçта иртессине палăртса хумалла. Ан тив хатӗрленччӗр. Çапла туса пырсан тӗрӗс пулать пек, никама та манмăпăр, кашнин пӗр пек шанăç пулӗ», – сӗнчӗ Иван Казанков.

Константин Малышев аслă юлташӗпе килӗшсе çапла тума сӗнчӗ. «Калăпăр 2027 çулта – Аксура, 2028 çулта – Çӗнӗ Шуçăмра, 2029 – Çарăмсанра ирттермелле. Е тепӗр май», – терӗ председатель çумӗ.

Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина сăмах  илсе кашни районăн конкурентлă енӗсене каласа вӗсем пурте тивӗçлине палăртрӗ.

«Çарăмсан Раççей шайӗнчех пысăк мероприяти ирттерме пултарнине, ун валли мӗнпур майсем пуррине кăçал питӗ лайăх кăтартса пачӗ. Аксăвăн фольклор, культура ресурсӗсем çав тери вăйлă. Вӗсем Уява чи çӳллӗ шайра ирттерессипе пӗр иккӗленӳ те çук. Çӗнӗ Шуçăм «Выля хуткупăса» республика шайӗнче тивӗçлӗ йӗркелесе пынине шута илсен вӗсенче те иккӗленместпӗр», – унччен каланисене пӗтӗмлетрӗ вăл.

«Идея» инновацисемпе производство технопаркӗн генеральнăй директорӗ Николай Абруков Уяв программине унта наукăра ӗçлекен чăвашсемпе пай кӗртсе анлăлатма сӗнчӗ.

«Наукăра ӗçлекен чăвашсем çав тери нумай. Республика аталанăвне вӗсем çав тери пысăк тӳпе кӗртеççӗ. Уявра наука пайне хам çине илме эпӗ хатӗр», – терӗ Николай Ремович.  

Паллă чăвашсене асăнса пурăннă вырăнта чул лартасшăн

Çапла Чăваш наципе культура автономийӗ ларура 2027 çулта Уяв вырăнне çак виçӗ района пăхса тухма малалла ТР Культура министерствине ярассине пӗлтерчӗ. Хальлӗхе палăртнă тăрăх çитес çул Уяв июнӗн 27-мӗшӗнче иртмелле, Сиктӗрмере – июлӗн 10-мӗшӗнче. Анчах Уяв вăхăчӗпе вырăнӗ наци праçникӗсемпе Указа ТР Раисӗ алă пусса çирӗплетсен тин паллă пулӗ.

Роза Чентаева ларура Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳселӗнче пӗрремӗш чăваш халăх поэтне Н.И. Полоруссов-Шелепине асăнса вăл  çуралнă вырăнта асăну чулне лартма сӗнӳпе тухрӗ. Ку ыйтупа Аксу район ертӳлӗхӗ патне тухма ыйтрӗ.

Константин Малышев сӗнӗве ырласа Аксуран тепӗр паллă çынна, искусствоведени докторне Алексей Трофимова асăнса ун ялӗнче – Кивӗ Киреметре те асăну чулне вырнаçтарма сӗнчӗ. Канаш пайташӗсем сӗнӳсене ырласа йышăнчӗç.

Наратлăра Паттăрсен аллейи пулӗ

Олег Морозов Пӗкӗлмери чăвашсен проекчӗсемпе паллаштарчӗ. Вӗсем Наратлăра Геройсен аллейине йӗркелеме шут тытнă.  Ку ӗçе 2026 çулхи май уйăхӗнче салтак амăшӗсем, вӗсен çемйисемпе  тăванӗсем – аппăшӗсемпе йăмăкӗсем, пиччӗш-шăллӗсем, паллах, ял-йыш пуçарса янă.

ЧНКА Канашӗн анлă пухăвӗ

Аллея пулас вырăна тирпей-илем кӗртме ӗлкӗрнӗ ку вăхăта. Пректăн 3D моделӗ хатӗр те ӗнтӗ. Наратлăран ятарлă çар операцине нумайăн кайнă – 29-ăн. Çав шутран 6-шӗ мобилизаципе, 23-шӗ – контрактпа. Шел те, 12-шӗ тăван яла нихăçан та таврăнмӗ, вӗсем Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунă. 4-шӗ хыпарсăр çухалнисен шутӗнче. 3-шне комиссоват тунă. Тепӗр 10-шӗ çапăçу хирӗнче неонацистсене хирӗç кӗрешет.

Ентешӗсен паттăрла ӗçне астăвăмра хăварас тӗллевпе вӗсем Геройсен аллейине тума шутланă та, проект Надежда Жигина меценат тӗревӗпе пурнăçа кӗрет. Вăл Мускавра пурăнать, предприниматель. Мемориал комплексӗн варринче салтак палăкӗ пулать, ун икӗ енӗпе салтаксен портречӗсемпе ячӗсемлӗ плитасем вырнаçтарасшăн. Вӗсен тавра чечек клумбисем, йывăç тӗмӗсем лартма шутланă.

ЧНКА Канашӗн анлă пухăвӗ

«Проекта пурнăçлама 1 миллион тенке яхăн кирлӗ пулать. Тăкаксен пӗр пайне – 160 пин тенке яхăн, хамăрăн ял-йыш пухса пачӗ. Ку вăхăтра Пӗкӗлме район администрацийӗпе финанс тӗревне парассипе ӗç пырать. Район пуçлăхӗ «Татнефть» ПАО çине те тухнă», – пӗлтерчӗ Олег Морозов.

Унсăр пуçне кунта ытти проектсем те ăнăçлă пурнăçланаççӗ. Çавсен шутӗнче ача-пăчапа çамрăксен патриотла воспитанийӗпе çыхăннă «Зарница» вăййисем. «Морозов двор» экологи туризмӗн этно центрне туса хурассипе те ӗç хăй йӗркипе пурнăçланса пырать кунта.

Çакăн пек активлă та тӗрлӗ енлӗ ӗç илсе пыраççӗ чăвашсен пӗрлӗхӗсем районсенче. Ларăва пӗтӗмлетсе Константин Малышев тухса калаçнисен сӗнӗвӗсемпе тата пăхса хунă ӗç планне тӗпе хурса çитес 2027 çула йышăннă мероприятисемпе паллаштарчӗ тата çитес çул ЧНКА суйлавпа отчет конференцийӗ пулассине каласа районсенче те ăна ирттермеллине аса илтерчӗ.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.  


ЧНКА в РТ

Нет комментариев