Чăвашсен кӗрхи уявӗ «Губернаторский» Культура керменӗнче пулать. Хăнасене каçхине 17.00 сехете кӗтеççӗ.
Октябрӗн 17-мӗшӗнче кӳршӗллӗ Ульяновскра пурăнакан йăхташăмăрсем «Кӗр сăри» чăвашсен авалхи йăла праçникне ирттернине хыпарлать МАХри «Чуваши Ульяновской области» канал.
Мероприятие УО Искусствăпа культура политикин министерствин, УО Халăх культурин центрӗн тӗревӗпе УО Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркелет. Чăвашсен кӗрхи уявӗ «Губернаторский» Культура керменӗнче пулать. Хăнасене каçхине 17.00 сехете кӗтеççӗ. Кӗресси тӳлевсӗр, ун валли йыхрав хучӗ çеç кирлӗ. Каналра çырса пӗлтернӗ тăрăх йыхрав хутне Культура керменӗн кассинче тӳлевсӗрех параççӗ.
Уяв программинче тематикăлла курав, наци апат-çимӗçӗн дегустацийӗ кӗнӗ. Паллах, концерт та пулать. Çак тӗллевпе Шупашкартан ятарласа «Çавал» фольклорпа эстрада ансамбльне чӗнсе илнӗ.
Мероприятие Раççей Федерацийӗнчи Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.
Нет комментариев