«Сувар» (Хусан), «Канаш» (Ульяновск) хаçатсен, «Тăван Атăл», «Халăх шкулӗ» журналсен (Шупашкар) вулаканӗсем Ирина Большакован ятне лайăх пӗлеççӗ. Унăн кулленхи пурнăç ӳкерчӗкӗсене сăнлакан кулăшла та интереслӗ калавӗсем çăмăллăн вуланаççӗ, сăнарӗсем тӳрех куç умне тухаççӗ, диалогӗсем чӗрӗ.
Ирина Николаевна 1973 çулхи ака уйăхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль ялӗнче çуралнă. Чăваш Енри Шăмăршă районӗнчи Пуянкассинчи вăтам шкулта, Ульяновск облаçӗнчи Синкӗл хулинчи учительсене хатӗрлекен училищӗре вӗреннӗ, Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университетӗнче (2011 çултанпа – Хусанти федераллă университет йышӗнче) аслă пӗлӳ илнӗ. Çирӗм икӗ çул Куршанкă Шăхальти пуçламăш шкула ертсе пынă, ачасене вӗрентнӗ. Халӗ Хусанти «Borita school» шкулта вăй хурать, пилӗк-ултă çулти ачасене вулама-çырма, хушма-кăларма вӗрентет.
Ирина Большакова – Тутар Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ. Сăвăсем те çырать, пултарулăхне куçару ӗçӗнче те туптать. Нумаях пулмасть вара Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Пичче парни. Подарок старшего брата» хайлав пуххийӗ кун çути курчӗ. Ăна кӗçӗн çулти ачасем валли икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатӗрленӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Ирина Большакован калавӗсем ачасен пурнăçӗнчи тӗрлӗ самантпа паллаштараççӗ, кулленхи пӗчӗк савăнăçсене асăрхама вӗрентеççӗ. Сăнарсен ӗмӗчӗсем те хăйнеевӗрлӗ: «Сарă арпус» хайлаври Камилла, тӗслӗхрен, канфет çинипе пӗтнӗ шăлӗсем вырăнне шуррисене каялла тавăрасшăн; «Вырăсла вӗренетпӗр» калаври Ананий вырăсла яка калаçасшăн; «Вӗрентекен савăнăçӗнчи» Ирина учительница шкулта миçе çул ӗçленине пӗлесшӗн.
Кӗнекере кулăш та пысăк вырăн йышăнать. «Сарă арпусри» сăнар пуплевне тăнланă май йăл кулмасăр тӳсеймӗн:
«Сӗт шăлӗсем сӗт юратаççӗ. Эп канфет юрататăп. Сӗт мар, йогурт тутлăрах. Шăлсене хисеплемерӗм. Хырăма кăна итлерӗм. Халь ак çăвара уçсан шăлт хоббит пек. Шуйттан та хăраса тармалла манран…»
«Асамçăри» пиччӗшӗ йăмăкне Хӗл Мучи патне çыру çырнă чухне акă мӗнлерех сӗнӳ парать тата:
«Ун укçине ан шутла. Вăл кашни юр пӗрчине ахах-мерчене çавăрма пултарать. Вăл − асамçă! Çыр».
«Пичче парни» калаври тӗп сăнар мӗнлерех парнене тивӗçет-ши тата? Хуравне кӗнекене вуласан тупма пулать.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Сăнӳкерчӗксем И.Большаковăн.
Нет комментариев