Çӗнӗ хыпарсем

Курский рубеж: Матак чăвашĕ Владимир Старшов каллех Курскра

Çĕпрел районĕнчи Матак чăвашĕ, ял старости, волонтёр, тимĕрçĕ Владимир Михайлович Старшов Курск облаçĕн Украинăпа чикĕленекен районĕсенчи мирлĕ халăха пулăшма тепре кайрĕ. Хальхинче хăй шучĕпе.

Владимир Михайлович Старшов #МЫВМЕСТЕ Пĕтĕм Раççей юхăмĕн Тутарстанри штабĕн волонтёрĕсен иккĕмĕш ушкăнĕн йышĕнче «Курский рубеж» гуманитари миссийĕпе Курск облаçĕнчен октябрĕн 26-мĕшĕнче таврăнчӗ кăна-ха. ВСУ персе сиен кӳнĕ Курск, Рыльск, Льгов хулисенчи инфраструктурăна, Украинăпа чикĕленекен районсенчи мирлĕ çынсен кил хуçалăхĕсен тăррисене юсарĕç.

Волонтер помогает мирным курянам

Владимир Михайлович ертсе пыракан тутарстансен бригади 13 кил хуçалăхне тата Большое Солдатское район центрĕнчи Христос Çуралнин чиркĕвне пулăшнăччӗ ун чух. Курск халăхне çурчĕсене хĕле хатĕрлеме çав тери пулăшу кирлипе Владимир Михайлович ноябрĕн 29-мĕшĕнче каллех çула тухрĕ. Ылтăн алăллă специалиста «Курский рубеж» лагерĕн ертӳçисем шăнкăравласах чĕннĕ иккен.

Матак чăвашĕ пĕр шухăшласа тăмасăр, çитменнине хăй шучĕпе, Курска кайрĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем ВСУ персе сиенлетнĕ Курск хулинчи нумай хутлă çуртсене юсама пулăшаççĕ. Владимир Михайлович тепӗр чиркӗве те юсаса пулăшас шухăшӗ пуррине те пӗлтерчӗ пирӗнпе телефонпа çыхăнса.


#Своихнебросаем

Нет комментариев