Шупашкарта тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен форумӗ иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен форумӗ иртет

Шупашкарта ӗнерпе паян, ноябрӗн 19-20-мӗшӗсенче, Тăван чӗлхесен Пӗтӗм Раççейри «Пӗрлӗхре вăй» форумӗ иртет. Ӗнер ăна уçнă чух Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев Раççейӗн 26 регионӗнчен, ют çӗршывсенчен килнӗ делегатсене саламланă.

Форум учителей родного языка в Чебоксарах

«Чăваш Енре тӗрлӗ халăх çынни пурăнать. Республикăн Правительстви кашни халăхăн тăван чӗлхи пӗр пек янратăр тесе тăрăшать. Вӗрентӳре эпир типӗ грамматикăран пăрăнса ачасене тăван чӗлхене лайăх ăнланма, унпа пурнăçра ирӗклӗн усă курма вӗрентесси çине пусăм тăватпăр. Ачасене урокра кăна мар кăсăклантарма пулать. Культурăн чӗрӗ хутлăхӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ, ачасем хăйсемех театр студийӗсемпе калаçу клубӗсем урлă йăла-йӗркесене хисепленине кăтартаççӗ. Çак форумăн идейисем вӗренӳ практикинче конкретлă проектсем тума пулăшасса, педагогсемпе ăсчахсен уçă калаçăвӗ вара çитӗнекен ăрура тăван чӗлхепе интересленессине тата та ӳстерессе шанатăп», – тенӗ Олег Николаев.

Педагогсен çак йăлана кӗнӗ çулленхи тӗлпулăвӗ кăçал халăхсен хушшинчи шая çӗкленнӗ – Раççейри ӗçтешӗсемпе тӗл пулма Беларусь, Казахстан тата Китай вӗрентекенӗсем килнӗ. Икӗ кун хушшинче форума хутшăнакансем чӗлхе пӗлӗвӗн тӗрлӗ аспекчӗсене сӳтсе яваççӗ.

Раççей халăхӗсен тăван чӗлхисен федераллă институчӗн ертӳçи Эсет Бокова каланă тăрăх, халӗ чăваш чӗлхине Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче 120 пин ытла çын вӗренет.

Сăнӳкерчӗксем cap.ru сайтран.


Образование

Нет комментариев