Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш тӗрри кунне паллă тăватпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхӗн 2020 çулхи октябрӗн 17-мӗшӗнче алă пуснă «276-мӗш номерлӗ «Чăваш тӗрри кунӗ çинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн, Чăваш Енре çакна халалласа тӗрлӗ акцисем, конкурссем, фестивальсем тата ытти мероприятисем иртеççӗ. Уявăн тӗп пулăмӗ яланхи пекех çулсерен иртекен «Ӗçе тата вӗренме чăваш тӗррипе» акци пулӗ.
ЧР Культура, нацисен тата архив ӗçӗсен министерстви ӗç коллективӗсене, вӗренекенсене, вӗренӳ тата культура организацийӗсене, çавăн пекех акцие хутшăнас текенсене пурне те ӗçе, шкула е урăх çӗре чăваш тӗрриллӗ тумпа е эрешпе килме сӗнет тата акцие хутшăнма чӗнет. Сăнӳкерчӗксене организацисемпе учрежденисен официаллă сайчӗсенче, çавăн пекех социаллă сетьсенче #Деньчувашскойвышивки2026 #наработусвышивкой #научебусвышивкой хэштегсемпе вырнаçтармалла.
Чăваш тӗрри — вăл пирӗн халăхăн ăруран ăрăва куçса пыракан хăйне евӗрлӗ еткерлӗхӗ. Акцие хутшăнни чăваш халăхӗн пуян культурипе паллашма, йăла-йӗркене тытса пыма тата наци эрешӗн илемне кулленхи пурнăçра кăтартма май парать.
Нет комментариев