«Ӗçе тата вӗренме чăваш тӗррипе» акцие хутшăнма йыхравлаççӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш тӗрри кунне паллă тăватпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхӗн 2020 çулхи октябрӗн 17-мӗшӗнче алă пуснă «276-мӗш номерлӗ «Чăваш тӗрри кунӗ çинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн, Чăваш Енре çакна халалласа тӗрлӗ акцисем, конкурссем, фестивальсем тата ытти мероприятисем иртеççӗ. Уявăн тӗп пулăмӗ яланхи пекех çулсерен иртекен «Ӗçе тата вӗренме чăваш тӗррипе» акци пулӗ.