Вӗсемпе кашнинпе пӗрер оператор ӗçлӗ, анчах ӗҫе робот хӑй пурнăçлӗ.
Кӑҫал Хусанта юр тасатмалли техникӑн паркне 65 ҫӗр ҫинчи беспилотник хушӑнӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене çӗнӗ техникăна тӗрӗсленӗ чухне хула мэрӗ Ильсур Метшин пӗлтернӗ.

«Ҫул-йӗр сечӗсем тата автомобильсен шучӗ ӳсни юрпа хӑвӑрттӑн кӗрешес ӗҫе кӑткӑслатать. Ӗҫлекенсем ҫителӗксӗрри сисӗнет, ку вара ҫӗршывӗпех çапла. Персонал ҫитменнине пӗтерес тӗллевпе роботсемпе усă курма пуçлас терӗмӗр. Хула хӑтлӑхӗн предприятийӗсенче 65 робот ӗҫе кӳлӗнӗ. Пурӗ вара ҫакӑн пек техника шутне 100 единицăна çитересшӗн», – пӗлтернӗ Ильсур Метшин.
Беспилотниксем тротуарсене юртан тасатӗҫ. Вӗсемпе кашнинпе пӗрер оператор ӗçлӗ, анчах ӗҫе робот хӑй пурнăçлӗ. Унсӑр пуҫне Хусанта хӗл валли ытти юр тасатмалли техникӑна та – тиев турттаракан машинӑсемпе тракторсене – хатӗрлесе хунӑ.
Сăнӳкерчӗк kzn.ru сайтран.
Нет комментариев