Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Хӗл Мучин Тӑван çӗршывӗнче Аслӑ Устюгра, унăн çуралнӑ кунне халалласа уяв мероприятийӗсем иртеççӗ. Çак кун ятарлă почта ещĕкне уçаççĕ – унта вырăнта пурăнакан ачасем тата туристсем Хĕл Мучие саламласа çырусем янă.

Çулсерен ноябрӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан çӗнӗ çулӑн тӗп асамçин çуралнӑ кунӗ тӗлне Раççей Почти Хӗл Мучин почта адресне аса илтерет. Унăн официаллӑ адресӗ – 162390, Россия, Вологодская область, г. Великий Устюг, «Дом Деда Мороза».
Çӗнӗ çул асамçи патне çырӑва республикӑри кирек хӑш почта уйрӑмӗнче те яма пулать. Хурав илес тесен хӑвӑрӑн адреса индексăра палăртма ан манăр. Индекса мобильлӗ приложенире, Раççей Почтин сайтӗнче тупма е почта уйрӑмӗнче пӗлме пулать.
Нет комментариев