Тутарстанра больничнăя онлайн мелпе хупма, тухтăр патне «МАКС» урлă çырăнма пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра больничнăя онлайн мелпе хупма, тухтăр патне «МАКС» урлă çырăнма пулать

Республикăра пурăнакансем «МАКС» мессенджерти цифраллă сервиссемпе хастартарах усă курма пуçланă. Уйăхсерен 10 пине яхăн больница хутне дистанци мелӗпе хупаççӗ. Кун пирки ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.

ТР сывлăх сыхлав министрӗ Альмир Абашев палăртнă тăрăх, çӗнӗ функци ялсенче, районӗсенче пурăнакансемшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ – вӗсен поликлиникăна е ФАПА çӳремелле мар.

скриншот из бота «Госуслуги Республики Татарстан»Больница хутне дистанци мелӗпе мӗнле хупас процедура темиçе тапхăрпа иртет. Сиплекен тухтăр чирлӗ çына куçа-куçăн тӗрӗсленӗ хыççăн çеç дистанци мелӗпе йышăну сӗнме пултарать. Тухтăр телемедицина консультацине йӗркелесен, ятарлă бот пациентпа тата медикпа ушкăн уçать. Пациента видеоçыхăнăва кӗмелли хӳтӗленӗ ссылка ярса параççӗ, çавăн пекех тӗлпулу пуласси çинчен  24 сехет тата 15 минут маларах аса илтереççӗ.

Палăртнă вăхăтра пациент видеоçыхăнăва хутшăнать, тухтăр унăн сывлăхне хаклать. Пурте йӗркеллӗ пулсан больничнăя шăнкăрав вăхăтӗнчех хупаççӗ.

Каласа хăвармалла, дистанци мелӗпе больничнăя пӗтӗмпех сывалсан тата жалобăсем  çук пулмасан çеç хупаççӗ. Ăна тăсас пулсан тухтăр патне каймалла. Видеоçыхăну валли «Госуслуги ‎РТ»  порталти харпăр кабинетра çирӗплетнӗ телефон номерӗпе усă курмалла –  вăл «МАКС» приложенири номерпе пӗр килмелле.

«МАКС» тухтăр патне йышăнăва  çырăнас тесен «Госуслуги Республики Татарстан»  чат-бота куçмалла, аккаунта «Госуслуги ‎РТ»  порталпа çыхăнтармалла та «Услуги РТ» мини-приложени хута ямалла. Унтан «Мое здоровье»  вкладкăна, кайран  «Запись к врачу» суйламалла. Кирлӗ специалиста тата меллӗ вăхăта суйласа илмелле. 

«МАКС» мессенджерта цифраллă сервиссене аталантарасси «Экономика данных» наци проекчӗ шайӗнче пурнăçланать.


#ЗдоровьеТатарстан МАКС

Нет комментариев