Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çамрăкӗсем хăйсен проекчӗсене пурнăçлама 300 пин тенкӗ таран илме пултараççӗ

Тутарстан Республикин Çамрӑксен ӗçӗсен министерстви грант конкурсне заявкӑсем йышӑнма пуçланă. Республикӑри 18-35 çулсенчи çамрӑксем хăйсен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекчӗсене пурнӑçлама 300 пин тенкӗ таран илме пултараççӗ.

Кӑçал конкурс пилӗк номинацие пӗрлештерет. «Пуласлӑх ӑстисем / Киләчәк осталары» номинацие пултарулӑхпа, профессилле аталанупа, çамрӑксемпе çыхăннă медиапа, наука сферипе çыхăннă проектсемпе хутшăнма пулать. «Пӗчӗк Тӑван çӗршыв — пысӑк Çӗнтерӳ / Туган җирем – горурлыгым» номинацире пӗчӗк территорисене аталантарма тата культурӑпа истори йӑлисене сыхласа хӑварма тӑрӑшакан пуçарусене йышӑнаççӗ.

Участники форума чувашской молодежи Аталан

Ыркӑмӑллӑха ятарлă номинаци халалланӑ — «Ырӑ Тутарстан / Изге Йөрәкләр». «Сывлăхлă пуласлӑх / Сәламәт милләт» номинацире çамрӑксен хутлӑхӗнчи негативлӑ пулӑмсене профилактикӑлассипе тата çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе çыхӑннӑ проектсене кӗтеççӗ.

«Йăлари тарăн пӗлтерӗшлӗ ориентирсене çирӗплетесси» номинаци çемье хаклӑхӗсене пулӑшассипе, патриотла воспитани парассипе, сусӑр тата сывлӑх енчен çирӗп мар çамрӑксене пулӑшассипе, тӗрлӗ культура тата наци хутшӑнӑвне аталантарассипе, çавӑн пекех коррупцие хирӗç пӗлӳ парассипе çыхӑннӑ пуçарусене пӗрлештерет.

Конкурс «Çамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗн шайӗнче иртет. Тӗллевӗ – республикӑри çамрӑксене хальхи социаллӑ задачӑсене татса пама, пуçарӑвӗсене пурнăçлама пулăшасси.

Заявкăсене паянтан, ноябрӗн 19-мӗшӗнчен, пуçласа декабрӗн 18-мӗшӗччен çак порталта йышăнаççӗ.

Сăнӳкерчӗк редакци архивӗнчен.

 

 

 


Молодежная политика

Нет комментариев