Çӗнӗ хыпарсем

Атăл сукмакӗпе юланутпа та çӳреме пулать

Тутарстанра Атăл хӗрринчи сукмак тăрăх виçӗ куна тăсăлнă интереслӗ çулçӳрев вӗçленнӗ. Унта Урал тăрăхӗнчен, Пушкăртстанран, Ингушетирен тата республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен хăйсен лашисемпе килнӗ 19 юланутçă хутшăннă.

Çулçӳревçӗсенчен чи кӗçӗнни 14-ри арçын ача пулнă. Кунта вăл ашшӗпе пӗрле ятараласа килнӗскер, виçӗ кун аслисенчен пӗр шит те юлмасăр пынине хыпарлать ТР Ял хуçалăх апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Элметри ут клубӗн ертӳçи Адель Хайрутдинов каланă тăрăх, кун пек çулçӳревсем йӗркелесе лаша юратакансене пӗрлештересшӗн, Тутарстанăн илемӗпе паллаштарасшăн вӗсем.

Юланутпа çӳрес ăсталăхпа çамрăксене интереслентерсе несӗлсен йăлине малалла тăсни пӗлтерӗшлӗ-мӗн. Сăмах май, Адель Хайрутдинов çакнашкал çулçӳреве пӗрре кăна йӗркелемест, çулла 13 – 46 çулсенчи 12 юланутçăпа Элметрен Пушкăртстан чикки патне çити виçӗ кун кайнă. Çакăн пек кану йӗркелеме ăна хăйӗн ут клубне çӳрекенсенчен 80 проценчӗ хӗрарăмсем пулни, арçынсем сахалли хистенӗ. Лаша спортне вăл май пур таран ытларах арçынсене явăçтарасшăн. (ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ).


#общество

Нет комментариев