Юпа уйăхӗн вӗçӗнче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубӗн черетлӗ тӗлпулăвӗ иртрӗ. Варкăшçăсем хальхинче «Юрататăп аттене» коллективлă сборника сӳтсе яврӗç. Вăл Чăваш кӗнеке издательствинче 2025 çул вӗçӗнче кун çути курнă. Ăнсăртран хатӗрлесе кăларман ăна – юлашки вăхăтра Раççейре Атте кунне анлăн паллă тума пуçларӗç. Лару-хăтлава «Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ. Мероприятие Ирӗк Килтӗш поэтӳнерçӗ çырса кӗвӗленӗ «Варкăш çил…» мухтав сăввинчен пуçларӗç.
Аслă çынсене халалланă кӗнеке
Сборника кукаçи-асаттене, аттене, шăллăм-пиччене халалланă калавсемпе сăвăсем кӗнӗ. Ăна пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Иванова. Вăл алçырупа еплерех ӗçленине каласа пачӗ, произведенисене кӗскен тишкерчӗ.

«2019 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче «Саламлăр аннӗре» коллективлă сборник тухнăччӗ. Чăваш литературинче асаннепе кукамая, аннене, аппапа йăмăка халалланă сăвă-калав йышлă. Çав хушăрах асаттепе кукаçи, атте, пиччепе шăллăм çинчен çырнă хайлавсем сайрарах тӗл пулаççӗ. Вӗсене пӗр çӗре пухсан епле аван пулмалла тесе шухăшлаттăмччӗ. Халӗ ку ӗмӗт тинех пурнăçланчӗ. Кăларăм икӗ пайран тăрать, пӗрремӗшне чăваш çыравçисен калавӗсем кӗнӗ; иккӗмӗшне вара – поэтсен сăввисем.
Кашни хайлав хăйне евӗрлӗ пулсан та çывăх çынсене хаклама, ырă кăмăллă та сапăр пулма вӗрентни вӗсене пӗрлештерсе тăрать. Ольга Васильеван «Паттăр Кукаçи» хайлавӗ çывăх çынсемпе мăнаçланма, çемье историне тӗпчеме, Тăван çӗршыва упрама вӗрентет. «Кукаçи» сăмаха пысăк саспаллирен йăнăшпа çырнă теме пултарӗ вулакан малтанах. Каярахпа мӗншӗнне хăйех ăнкарса илӗ…
Улькка Эльменӗн «Арчи» калавӗнче те ăрусен çыхăнăвне лайăх кăтартса панă. Ашшӗ-амăшӗпе хулара пурăнакан Ванюк çуллахи каникул пуçлансан аслашшӗ (Микул пичче) патне яла килет. Унпа пӗрлех – Арчи ятлă пӗчӗк йытти. Ирина Кошкинан «Пыл вăррисем» произведенийӗнчи ӗçсем те çуллахи каникул вăхăтӗнче пулса иртеççӗ. Ярославăна ашшӗпе амăшӗ кукамăшӗпе кукашшӗ патне леçеççӗ. Телефон тыткăнне лекнӗ хӗрача ялта унран кăшт сивӗнессе шанаççӗ…» – терӗ Ольга Михайловна.
Сăвăçсемпе прозаиксен шухăшӗсем
Раиса Воробьева сăвăç кӗнеке килӗшнине пӗлтерчӗ, пурнăçран уйрăлса кайнă авторсене те тимлӗх уйăрнине ырларӗ. Геннадий Волковăн «Ăслă ача», Виталий Енӗшӗн «Çăкăр – çӗр тӗрекӗ», Владимир Степановăн «Асатте парни», Валентина Тараватăн «Ахрăм» хайлавӗсем ăна тарăн шухăша путма хистенӗ. Раиса Васильевна хăйӗн «Кукаçи» сăввине вуласа пачӗ.
Сборника Лариса Петрова поэтăн сăвви тăрăх ят панă. «Ку кӗнеке – пӗтӗм аттешӗн пысăк парне. Ăна алла тытсан кашниех савăнать пулӗ. Чăнах та, кулленхи пурнăçра эпир аннесене ытларах тимлӗх уйăратпăр пек, аттесем вара айккинерех тăрса юлаççӗ. Тен, вӗсемшӗн кӳренмелле пулса тухать, çирӗп чунлăскерсем шарламаççӗ», – палăртрӗ Лариса Николаевна. Авторăн сăввине итлеме пурте хапăл пулчӗç.
Нина Царыгина прозаик «Пӗррехинче çуллахи кун» калавне çырнин историйӗпе паллаштарчӗ. Пурнăçра чăн пулнине тӗпе хурса хайланă ăна. Кăларăм, пӗтӗмӗшле, ачасемшӗн те, аслăраххисемшӗн те интереслине, усăллине асăнчӗ Нина Анатольевна. «Ахаль чухне аттесене юратни пирки калатпăр-ши? Çук пуль. Тӗрӗссипе вара ăшă сăмахсем калама вăтанмалла мар. Çакăн çинчен шухăша путма хистет пире сборник», – терӗ вăл.
Ирина Кошкина прозаик та унпа килӗшрӗ. «Произведенисем интереслӗ, Татьяна Бурдина калăпланă ӳкерчӗксемпе хуплашка илемлӗ, кӗнеке формачӗ килӗшӳллӗ. Поэзийӗ те, прози те пур. Хам кукаçие курман эпӗ, тен, çавăнпах «Пыл вăррисем» калаври Василий Петрович – Ярославăн кукашшӗ – сăнарӗнче ватă çыннăн идеалне сăнларăм. Çапларах ăслă, ырă кăмăллă куратăп эп чăнчăн кукаçие», – чунне уçрӗ Ирина Станиславовна, калаври пӗр сыпăка вуласа пачӗ.
Ольга Васильева прозаик коллективлă сборник хатӗрлесси пысăк ӗç пулнине палăртса редактора тата авторсене тав турӗ, çавăн пекех хăйӗн «Паттăр Кукаçи» хайлавӗ çинче чарăнса тăчӗ. Тӗп сăнарăн прототипӗ авторăн иккӗмӗш сыпăкри пиччӗшӗ иккен. Вăл ятарлă çар операцине хутшăннă, халӗ больницăра сипленет. «Кунти прозведенисем ырра вӗрентеççӗ, тарăн шухăша путараççӗ. Ачасем кӗнекерен чи кирлине туртса кăларасса шанатăп», – пӗтӗмлетрӗ Ольга Леонидовна.

Чăваш наци библиотекин «Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗ Антонина Андреева çемйипех вулама, хайлавсене пӗрле сӳтсе явма пулать тесе асăнчӗ. Вăл Анатолий Смолинăн «Ман асатте» сăввине янраттарчӗ. Ирӗк Килтӗш ӳнерçӗ те кăларăма ырларӗ, вăл кашни çемьерех пулсан аванччӗ терӗ. Унăн пурнăçӗнче те ашшӗ пысăк вырăн йышăннă. Вăлах ывăлне çутçанталăка юратма вӗрентнӗ, ӗçе хăнăхтарнă, тӗрлӗ ӳкерчӗк туса парса савăнтарнă. Ӳкерес пултарулăх, ахăртнех, ашшӗнчен куçнă Килтӗше.
Алексей Зотиков тележурналист Геннадий Волковăн «Ăслă ачине» кăмăлланă-мӗн. Виталий Енӗшӗн «Çăкăр – çӗр тӗрекӗ» ăна Иван Яковлевăн кулач çинчен калакан хайлавне аса илтернӗ. Улькка Эльменӗн «Арчи» калавӗ вара хирӗçӳллӗ туйăмсем çуратнă: йытăсен ячӗсем те мӗншӗн ют чӗлхерен илнисем пулни ыйту çуратнă. Владислав Николаевăн «Йăмрасем» хайлавӗнчи йывăçсем хăйне евӗр ешӗл палăксем пулни килӗшнӗ ăна, анчах вӗçӗнче вӗсене касни чунне ыраттарнă.
Александра Максимовская музыкант кӗнекене кăсăкланса вуласа тухнă, хăшпӗр сăмаха ăнланаймасан юлташӗнчен – Сильва Казакова куçаруçăран – ыйтнă. Хăтлава «Варкăш» литература клубӗн мухтав юррийӗпех вӗçлерӗç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев