Пӗр уйăх хушшинче топливо пахалăхне мониторинг тунă хыççăн республикăри 10 заправкăра йӗркене пăснине тупса палăртнă – ку пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайрах.
Республикăра пурӗ 900 яхăн заправка, вӗсенчен 1-1,5 процентӗнче пахалăхсăр топливо тупса палăртаççӗ. Çулсерен специалистсем тӗрлӗ АЗСра 1,5 пин ытла тӗрӗслев ирттереççӗ, вӗсенчен ытларахăшне çулталăкра икӗ хутчен тӗрӗслеççӗ.
Тӗрӗслев çапла иртет: специалист заправкăна килсе кирек мӗнле колонкăран пӗчӗк канистра топливо илет, ăна пичетпе хупса ятарлă аккредитациленӗ лабораторие ăсатаççӗ. Топливо стандартсене тивӗçтермесен, заправкăна штраф тӳлеттереççӗ, тепӗр хут йӗркене пăссан ăна хупма пултараççӗ.
Пӗлтӗр йӗркене пăснии ытларах çанталăк условийӗсем улшăннине пула топливăн урăх тӗсне куçнипе çыхăннă. Кăçал вара, ăшă çанталăка пула, кунашкал йывăрлăхсем хальлӗхе сиксе тухман-ха.
Ытларах чухне топливо турттарнă чухне тирпейсӗр пулнипе тата хăш-пӗр АЗСра кирлӗ оборудовани çуккипе йывăрлăхсем сиксе тухаççӗ. Кăçал йӗркене пăснисенчен чылайăшӗ дизель топливи бензинпа хутăшнипе (вӗсене пӗр бензовоз туртарнипе) çыхăннă. Кун пек чухне топлива кăштах бензин лексенех унăн пахалăхӗ чакать, çавна май вăл стандартсемпе килӗшсе тăмасть. Ку машинăна пысăк сиен кӳме пултарать.
Кун пек йӗркене пăснине ытларах чухне пӗчӗк компанисемпе уйрăм предпринимательсен заправкисенче тупса палăртаççӗ. Вӗсен заправкăсем валли яланах пӗр-икӗ бензовоз çеç, топливо пахалăхне тӗрӗслемелли хăйсен лабораторийӗсем те çук.
Нет комментариев