Çырчалли хулин 32-мӗш микрорайонӗнчи Шамиль Усманов урамӗнче тăтăшах петарда сирпӗтсе иртӗхекен 12–14 çулсенчи тăватă ачана тинех полици асăрханă. Ашшӗ-амăшне вара ачисене тивӗçлӗ воспитани паманшăн асăрхаттарнă кăна мар, штраф та тӳлеттермелле тунă.
Вырăнти пӗр арçын ку ыйтăва социаллă сетьре çӗкленӗ иккен малтан. Шăпăрлансем петардăна ури айнех пăрахсан чăтайман вăл, полицие кайнă. Ачасем каланă тăрăх, пиротехникăна вӗсем лавккара хăйсемех туянаççӗ.
Нет комментариев