Çӗпрел районӗнчи Совет Союзӗн Геройӗ Семен Уганин ячӗллӗ Матак вăтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен София Ермолаева «Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне» илемлӗ кинопа хутшăнать. Чăваш культурипе, историйӗпе, йăли-йӗркипе çыхăннă харпăр темăна суйланă вăл. Куракана «Çыхăну çиппи» кино сӗнет.
«Сувар» хаçат «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурс пуçарнă хыпара Матак вăтам шкулӗнче ачасене шкул директорӗ, ТР тава тивӗçлӗ учителӗ Марина Ивановна Ермолаева пӗлтернӗ. Кино ӳкересси хальччен ачасемшӗн кăна мар, аслисемшӗн те çӗнӗлӗх, çапах икӗ ача хăйӗн вăйне тӗрӗслесе пăхма килӗшнех. Шăп вӗсене хатӗрлет те конкурса Марина Ивановна. Паян эпир сире Матак ялӗнчен конкурса хутшăнакансенчен пӗринпе, 10-мӗш класра вӗренекен София Ермолаевăпа паллаштаратпăр.

София – маттур хӗрача. Шкулта питӗ тăрăшса вӗренет. Историпе обществознани предмечӗсем чи юратни пулсан та тăван чӗлхене питӗ кăмăллать. Чăваш чӗлхипе тата литературипе иртекен республика олимпиадинче темиçе хутчен те палăрнă вăл. Кăçал та район тапхăрӗнче çӗнтернӗ, декабрь уйăхӗнче Хусана килме хатӗрленет.
2025 çулта призер пулнă хыççăн Шупашкарта çак предметсемпе иртекен олимпиадăна та хутшăннă. Куншăн София Ермолаева пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» лагерӗнче канма тивӗçнӗ. Питӗ нумай туссем тупнă вăл унта. Чăваш телевиденийӗнчен килнӗ Марина Карягинăпа тӗл пулни вара пуринчен ытла асӗнче юлнă. Паллă тележурналист ăна калаçтарса «Вести Чăваш Ен» кăларăмра кăтартнă иккен.

София Ермолаева хăй кам пулассине халех шутласа хунă. Амăшӗ Марина Ивановна пекех педагог пулас шутлă вăл. Анчах журналист профессийӗ те илӗртет иккен. Ăçта мӗн пулнине сăнама кăна мар, çырса пама та кăмăллать вăл. Тăван шкула тележурналистсем килсен София Ермолаевăна хăй çинчен каласа пама тата Виталий Станьялăн «Камсем эпир...» сăввине вуласа пама ыйтнă. Камерăран хăрамасть хӗрпӗрчи, тен, çавăнпах илемлӗ кино ӳкерес тенӗ вăл.

– Хуларан таврăннă мăнукӗ ялта кичем тенипе кукашшӗпе кукамăшӗ ăна чăвашсен пурнăçӗпе, культурипе, тӗрри-эрешӗсемпе, тумӗсемпе, юрри-ташшисемпе паллаштараççӗ. Çапла майпа мăнукӗ хулана каялла таврăнсан чăваш культури пуяннине, ăна пӗлмеллине, аталантармаллине ăнланса илет», – конкурса янă ӗçӗн тӗп шухăшӗпе паллаштарчӗ Марина Ивановна.
Сăмах май, конкурс ӗçӗн ертӳçи кăна мар, Софийăн амăшӗ, вӗрентекенӗ те вăл. Тӗрӗссипе, конкурсанткăна кино ӳкерме çемйипех пулăшнă-ха. Сценарине амăшӗпе пӗрле çырнă-тăк, режиссерӗ инкӗшӗ, тăван тетӗшӗн мăшăрӗ Ольга Александровна, пулнă. Кадрта – хăйӗн Чăваш Ишлӗ ялӗнче пурăнакан кукашшӗпе кукамăшӗ, ялти хисеплӗ çынсем Елизавета Ильиничнăпа Иван Николаевич Сарафановсем. Тӗп герой вара София хăй, хуларан таврăннă мăнук рольне калăплать.
– Хальхи ачасем чăваш культури çинчен нумайрах пӗлччӗр тесе çак темăна суйларăм. Кино ӳкерме мана çав тери килӗшрӗ», – терӗ София хăй ку темăна мӗншӗн суйланине ăнлантарса. Кичем-и ачана ялта паян? Çакăн хуравне София Ермолаеван «Çыхăну çиппи» киновӗнчен пӗлӗпӗр.
Ермолаевсен харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев